Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунсӑхласах (тĕпĕ: тунсӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑннипе калатӑп, тунсӑхласах ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗҫшӗн тунсӑхласах чире кайса пӗтнӗ пулӑттӑм..

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Калас тӑк — нуль ҫыра-ҫыра тунсӑхласах ҫитетӗр.

Тогда будет столько нулей, что вы соскучитесь их писать.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

— Аттеҫӗм, эсӗ — манӑн хаклӑскерӗм, эпӗ сансӑр тунсӑхласах ҫитрӗм, — кӑшкӑрчӗ вӑл; ашшӗ вара хӗр ачине ачашларӗ, чуп турӗ, ӑна тӗл пулӑвӑн мӗн пур савӑнӑҫӗпе ҫиҫсе саламлакан чипер те хумханчӑк пите ытараймасӑр тӗсерӗ.

— Папа, ты, — детка мой, измучилась без тебя! — кричала она, пока он гладил и целовал дочь, жадно всматриваясь в это хорошенькое, нервное личико, сияющее ему всей радостью встречи.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Ман шутпа, кунти профессорсем анраса кайса ухмахах тухнӑ, ҫакнашкал ҫынсене курасси мана тунсӑхласах ҫитерет.

Впрочем, профессора в этой школе, на мой взгляд, были совсем сумасшедшими, а такое зрелище всегда наводит на меня тоску.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хам та, мӗнле калас, мӑнукшӑн тунсӑхласах ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла вӑра вӑл тӑвӑн ҫӗршӗн тунсӑхласах вилсе кайрӗ.

Так она и умерла в тоске по родной земле…

Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн тунсӑхлани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Тунсӑхласах ҫитрӗм эп ҫак юр шуррине! — чунтан каласа хурать Владимир Ильич.

— Соскучился я по этой снежной белизне! — с чувством вырвалось у Владимира Ильича.

Вӑрттӑн тӗлпулусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тунсӑхласах ҫитрӗм вара.

Я совсем затосковал.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл вуҫех калаҫми пулчӗ, пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрекенскер, халӗ вӑл тунсӑхласах ҫитрӗ.

Его обычная болтливость, его чисто французская живость исчезли.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сансӑр эпир тунсӑхласах ҫитнӗччӗ.

Мы уж без тебя соскучились.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эпӗ сана Марьинӑна чӗнместӗп ӗнтӗ, — тенӗ ӑна пӗррехинче Николай Петрович (вӑл хӑйӗн ялне арӑмне хисеплесе ун ячӗпе каланӑ): — эсӗ унта арӑм пурӑннӑ чухне те тунсӑхларӑн, халь вара унта тунсӑхласах пӗтӗн, тесе шутлатӑп эпӗ.

— Я не зову теперь тебя в Марьино, — сказал ему однажды Николай Петрович (он назвал свою деревню этим именем в честь жены), — ты и при покойнице там соскучился, а теперь ты, я думаю, там с тоски пропадешь.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Пит тунсӑхласах пурӑнмарӑмӑр-ха саншӑн, — терӗ мӑртӑхса Ильинична, чугун куршака вучах тӑрӑх ҫилӗллӗн шутаркаласа.

— Не дюже по тебе соскучились, — буркнула Ильинична, яростно двигая по загнетке чугуны.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сергей Хохлаковпа тухса кайнӑранпа Ҫемен хӑй тусӗсӗр тунсӑхласах ҫитрӗ.

После того как Сергей уехал с Хохлаковым, Семен заскучал без своего друга.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпир сире питӗ хӑнӑхнӑ та, сирӗнсӗр, чӑн, тунсӑхласах ҫитнӗ ӗнтӗ.

Мы так к вам привыкли, что, право, уж соскучились без вас.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех