Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тункатине (тĕпĕ: тунката) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи хӑва тӗмӗсенчен иртсенех тем пулчӗ ӑйӑра: те тункатаран, те урӑх япаларан хӑрарӗ — сасартӑк унталла-кунталла тапса сикрӗ, ҫуна лешенккине шатӑрах хуҫса, лавҫине ҫуна тӗпӗнчен кӑларса ывӑтса, хурӑн тункатине пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимун тем мӑкӑртатрӗ те, ҫӗре пуҫланӑ тирек тункатине тапса, хӑйсен тӗп ҫурчӗ патнелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл карта варрине тӑрса юлнӑ кивӗ хурама тункатине кӑкларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аллинчи хыр тункатине ҫӗклесе ҫапа-ҫапа пурттине кӑларма тӑчӗ — кӑлараймарӗ.

Он тщетно пытался вырвать застрявший топор, но ему это не удавалось.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халех тепӗр тункатине илсе хумалла.

Надо бы заменить его другим.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Коля пӗтӗм вӑйӗпе умра ларакан йывӑҫ тункатине хулӑпа ҫапа-ҫапа хӗненӗ.

Изо всех сил Коля хлестал прутом пень, попавшийся под руку.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Тункатине ҫиелтен пӗтӗмпех юр витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Мур илсе каяс мӗн ҫав эсрел тункатине!

Черт бы брал этот пенек!

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унта вӑл хӑйӗн садне пӑхса ҫаврӑнчӗ, каснӑ черешньӑ тункатине асӑрхарӗ, кулкаласа илчӗ, каялла ҫаврӑнчӗ, садсемпе ҫаран хӗррипе тухса хулан аслӑ урамнелле утрӗ, ҫавӑнтан К. хулине каймалли ҫул иртет.

Там он окинул взглядом свой сад, посмотрел на пень, оставшийся от срубленной черешни, и ухмыльнулся в усы; потом повернул и огородами и лугами направился к дороге на К., чтобы по главной улице, в которую переходила дорога, войти в город.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Е тӑманине тунката ҫумне ҫатлаттар, е тункатине тӑмана ҫумне, пурпӗрех тӑмана чӗрӗлсе тӑрас ҫук…»

Хучь сову об пенек, хучь пеньком сову, а все одно сове не воскресать…»

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех