Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тункатапа (тĕпĕ: тунката) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тункатапа вулӑ хушшинчи хушӑк аслӑлансах пырать.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тункатапа юнашарах самаях кӗрнеклӗ, купчашка, тӑнтӑн чӑрӑш саркаланса ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сурӑхӗ тухса тарасран карти-алӑкне тем пысӑкӑш тункатапа хупласа хӑварнӑ пулнӑ тет.

А чтобы овечка не сбежала, калитка была подперта огромным пнем.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тункатапа юнашар, Ахтупай ларнӑ тӗлте, кӗрхи типӗ курӑк ҫаплипех пусӑрӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патша вӑхӑтӗнче эпӗ ҫамрӑк казаксене вӗрентеттӗм те, ҫавӑнпа пайтах куркаланӑ: авланман ҫын сӑнран-питрен те савӑк ҫӳрет, каланине те ӑнланать, анчах ҫамрӑк арӑмне хӑварса пынӑ ҫын пулсан, ун пекки вара, тунсӑхласа ҫитнипе, питӗ хӑвӑрт сӳрӗке тухса каять, тункатапа пӗрех пулса тӑрать.

В царское время я молодых казаков обучал и нагляделся: как парень, так он с лица веселый, понятливый, а как от молодой жены в полк пришел, так он в момент от тоски одеревенеет и становится пенек пеньком.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малалла мӗнле пурӑнмалла ҫав тункатапа?

Как жить с таким пенёчком?

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех