Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумтирӗсене (тĕпĕ: тумтир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тюленьпе моржсене эскимоссем пӗр ҫимӗҫшӗн кӑна тытмаҫҫӗ, эскимоссем хӑйсен тумтирӗсене те тюлень тирӗпе морж тирӗнчен тӑваҫҫӗ.

Тюлени и моржи дают эскимосам не только пищу. Свою одежду эскимосы делают из тюленьих и моржовых шкур.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тӗрӗссипе, пурне те ҫӗнӗрен туса кӑтартма май пур пек ӗнтӗ: урама, иртен-ҫӳренсене, хӗрарӑмсене, салтаксене, ачасене, вӗсен тумтирӗсене, ҫӳҫесене епле тураса хунисене…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ферма заведующийӗпе Тунькка тумтирӗсене шаккаса типтерленчӗҫ те икӗ енӗпе те шап-шурӑ хурӑнсем ӳстернӗ тӳп-тӳрӗ аллея тӑрӑх утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑйӗн ӗҫӗсенче вӑл ӗлӗкхи ҫынсен тумтирӗсене шухӑшласа кӑлармасӑр, ӗлӗкхи пайӗсене упраса хӑварса тӗплӗн тӑвать.

В своих работах он детально воссоздает одежду предков, ничего не придумывая и сохраняя детали прошлого.

Артур Батыршин "Башҡорт аты" фестивале ҫӗнӗрен тунӑ ӗлӗкхи тумтирсем илсе килнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ln-3387540

— Тен, таҫта тухрӗ пуль? — хӗрачан тумтирӗсене пӑхкаларӗ Маюк: пальтовӗ пӑтарах ҫакӑнса тӑрать, кофтипе шурӑ мамӑк калпакӗ — тенкел ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Унтан пуканесене ытти халӑхсен тумтирӗсене тӑхӑнтартрӑмӑр.

Потом одели куклы в одежду других народов.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

— Ачасен тумтирӗсене сапламалла, ҫӗнӗ тумтир те ҫӗлемелле.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӗрсем алӑк умӗнчех тӑчӗҫ-ха, Ревлен ашшӗ вӗсене хистесех малалла иртме хушсан, вӗсем тумтирӗсене хывса ҫакрӗҫ те Ревлен патне пырса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чӑнах та, дормиторта питӗ шӑп: вӗренекенсем ҫупа вараланса пӗтнӗ, ӗҫе ҫӳремелли тумтирӗсене хывман та, вӗсемпех вырӑн ҫине кӗрсе выртнӑ.

В дормиторе действительно царила тишина: ученики валялись на койках в чем были на работе, не сняв засаленной одежды.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасем васкасах тумтирӗсене тӑхӑнма пуҫларӗҫ.

Ребята начали лихорадочно натягивать одежду.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫитменнине, баржа ҫинче мунча кӗме, тумтирӗсене ҫакса ӑшалама май та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр хут шӳнӗ тумтирӗсене типӗтме ӗлкӗреймен, каллех ҫумӑр айне тухма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Стрелецсем складсене ҫитсе ҫири тумтирӗсене улӑштарса тӑхӑннӑ, ҫунасем ҫине хӗҫ-пӑшалпа апат-ҫимӗҫ нумай тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасем тахҫанах хатӗрлесе хунӑ чаплӑрах тумтирӗсене тӑхӑнчӗҫ те пӗрер тарҫӑ илсе мӑнаҫлӑн Мускав шывӗ хӗррипе утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмӗсем апат хатӗрлеҫҫӗ, ҫар тумтирӗсене юсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӳлертен Сарпике илемлӗ туй хӗрӗн тумтирӗсене илсе килчӗ…

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Часах вӑл Мишӑн тумтирӗсене толкучкӑна илсе кайса сутма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Матрац тавраш ҫук вӗсен айӗнче: улӑм сарнӑ хӑмасем ҫинче тумтирӗсене хывмасӑрах — шинелӗсемпе пӗркенсе е кӗрӗкӗсемпе витӗнсе аташа-аташа выртаҫҫӗ тифпа чирлисем.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗҫсе-ҫисе, кӑвак ҫутти киличчен пӳртрех ҫывӑрса, икӗ таркӑн тинех ӑшӑнчӗҫ, тумтирӗсене кӑмака ҫине хурса типӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Патруль таврашӗсем те мар: пӑшалсем ҫумра ҫукчӗ, тумтирӗсене те йӳле янӑччӗ, хыҫалта лав пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех