Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумтирӗсен (тĕпĕ: тумтир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанах салтаксен тумтирӗсен формисене урӑхлатнӑ.

Началось с формы одежды.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Беспризорниксем тин кӑна ҫуйӑхатчӗҫ, вӗҫерӗнсе тарма хӑтланатчӗҫ, — халь акӑ тӑнран тухса кайнӑ пек тӑраҫҫӗ вӗсем, хӑйсен ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирӗсен аркисене ҫӗклеҫҫӗ, сапаланчӑк ҫӳҫӗсене васкасах шӑлкаласа якатаҫҫӗ, хӑйсене мӗн чухлӗ те пулин йӗркене кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.

Только что они орали и вырывались — и вот, ошеломленные и ослепленные, подхватывают полы «клифтов», наспех приглаживают вихры, стараясь хоть как-то привести себя в порядок.

53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Хула урамӗсем тӑрӑх салтак шинелӗсем тӑхӑннӑ уксах, суккӑр, алӑсӑр, тӗрлӗ тӗслӗн ҫӗмӗрсе пӗтернӗ ҫынсем ҫӳренӗ, вара таврари пур япаласем те вӗсен тумтирӗсен пӳрлӗ тӗсӗ евӗр пулса тӑнӑ.

По улицам города ходили хромые, слепые, безрукие и всячески изломанные люди в солдатских шинелях, и всё вокруг окрашивалось в гнойный цвет их одежды.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Март вӑл яланах ҫавӑн пек хаяр, иртен-ҫӳренсене вӑл хытӑ тапӑнать, вӗсен тумтирӗсен ҫӑм ҫухависене, ҫӗлӗкӗсене юрпа чыхса тултарать.

Март, этот сердитый месяц яростно нападал на прохожих, забивая снегом меховые воротники и шапки.

17 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Тӗслӗхрен, культура ҫурчӗн фойинчех уява килекенсене юмахри персонажсем кӗтсе илчӗҫ, кунтах тӗрлӗ сӑн ӳкерчӗксен, кӗнекесен, тӗрлӗ халӑх тумтирӗсен выставкисене хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, хӑй пурнӑҫӗпе вӑл пурӑнать // А.ЕФРЕМОВА, Г.ГИНАТУЛЛИНА. Каҫал Ен, 2019.02.26

37. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 38. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: вӗсем хӑйсен тумтирӗсен арки вӗҫне ҫӳҫе яччӑр, тумтирӗ арки вӗҫӗнчи ҫӳҫене сенкер ҫӑм ҫиппи туртса тухчӑр; ҫапла тӑвасси сирӗн сыпӑкран сыпӑка пытӑр; 39. ҫӳҫене ҫип яни акӑ мӗншӗн кирлӗ: эсир, ун ҫине пӑхса, Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур ӳкӗтне аса илсе тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, хӑвӑра аскӑн ӗҫ енне туртакан кӑмӑлӑр, куҫӑр хыҫҫӑн каймӑр, 40. сирӗн Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме асра тытса пурӑнӑҫласа тӑмалла пултӑр, хӑвӑр Туррӑр умӗнче сӑваплӑ пулмалла пултӑр.

37. И сказал Господь Моисею, говоря: 38. объяви сынам Израилевым и скажи им, чтоб они делали себе кисти на краях одежд своих в роды их, и в кисти, которые на краях, вставляли нити из голубой шерсти; 39. и будут они в кистях у вас для того, чтобы вы, смотря на них, вспоминали все заповеди Господни, и исполняли их, и не ходили вслед сердца вашего и очей ваших, которые влекут вас к блудодейству, 40. чтобы вы помнили и исполняли все заповеди Мои и были святы пред Богом вашим.

Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех