Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумтирӗпех (тĕпĕ: тумтир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳпӗнтернӗ кимӗ ҫинче ларакан ҫын сасартӑках ура ҫине сиксе тӑчӗ, тумтирӗпех Атӑла сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вырӑн ҫине тултан кӗнӗ тумтирӗпех тӳнсе кайнӑскер, кӑштахран тин тӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем сивӗ классенче ҫиелти тумтирӗпех ларнӑ, краҫҫын ҫутипе шкулта вӗреннӗ, килте уроксем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Тӗпелте, сӗтел кӗтессинче, вӑтӑр патне ҫывхарнӑ арҫын пирус мӑкӑрлантарса ларать, алӑкран кӗрсен, сулахайри кравать ҫинче, тумтирӗпех йӑванса кайнӑ хӗрарӑм выртать.

Куҫарса пулӑш

Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хурал пӳртӗнчи сӗрӗм тухса пӗтиччен кӑштах выртам-ха, — терӗ те вӑл хуллен, урлӑ сак ҫине тумтирӗпех тӗршӗнсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пулса иртни пирки Гаррисон кунӗпех шухӑшласа ҫӳрерӗ, каҫа юлса ҫывӑрса кайрӗ — тумтирӗпех, хӑйӗн пӳлӗмӗнчех.

Весь день Гаррисон думал о происшедшем и заснул поздно, одетый, у себя в кабинете.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Вӑл тумтирӗпех ҫывӑрнӑ.

Он спал одетый.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Пӗр козак ҫеҫ, Максим Голодуха ҫеҫ, ҫул ҫинче тутарсен аллинчен хӑтӑлнӑ, мирзӑна чиксе пӑрахнӑ та, унӑнне хаклӑ япала тултарнӑ миххине салтса илсе, текех алла лекес мар тесе тутар лашипех тата тутар тумтирӗпех кун ҫурӑ та икӗ каҫ тарнӑ.

Один только козак, Максим Голодуха, вырвался дорогою из татарских рук, заколол мирзу, отвязал у него мешок с цехинами и на татарском коне, в татарской одежде полтора дни и две ночи уходил от погони.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вильбур хӑйӗн ӗҫре ялан тӑхӑнакан тумтирӗпех аэропланӑн аялти ҫуначӗ ҫине улӑхса выртнӑ.

Вильбур Райт, в матерчатом кепи, в своем рабочем платье, взобрался на нижнее крыло аэроплана и лег.

24. Малтан Вильбур вӗҫет // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи тумтирӗпех.

Он был в прежнем костюме.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Салтӑнмасӑрах ҫывӑратӑп, — тесе татса каларӗ те Хветӗр тумтирӗпех урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ.

— Буду спать, не раздеваясь, — категорически заявил Федор и в одежде рухнулся на пол.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тӗрме ҫынни хӑйӗн тумтирӗпех пулнӑ пирки (тумланасса вӑл аван тумланнӑ), вӑл хӑйне ҫураки кампанине ирттерме килнӗ ответлӑ работник, тенӗ.

А так как узник ходил еще в своем и был одет весьма прилично, то он выдал себя за ответственного работника, приехавшего на посевную.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

27. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Ахав [Ҫӳлхуҫа умӗнче кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе, йӗрсе ҫӳренӗ,] тумтирне ҫурса пӑрахса хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, типӗ тытнӑ, хуйхӑ тумтирӗпех выртса тӑнӑ, хурлӑхлӑ ҫӳренӗ.

27. Выслушав все слова сии, Ахав [умилился пред Господом, ходил и плакал,] разодрал одежды свои, и возложил на тело свое вретище, и постился, и спал во вретище, и ходил печально.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех