Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хальхинче анӑҫ ҫынниллӗ шукӑль тумланнӑскер тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗсене те ӗнентерме пултарнӑ.На этот раз он был одет по последней моде, — и все с ним согласились.
IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Хитре кӑна ҫамрӑк каччӑ, спортсменла чипер тумланнӑскер, ҫырӑ ҫӳҫне кӗскетерех кастарнӑччӗ, ҫавна пула, пуҫӗ ҫинчи пайӑркисем виреллерех тӑнӑ пек курӑнатчӗҫ, икӗ кӑвак куҫӗ витӗр тинкерсе пӑхатчӗ.
Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.
Юратаҫҫӗ мӑнукӑмсем эпӗ пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе, - сӑмахларӗ типтерлӗ тумланнӑскер.
Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html
Лешӗ, тумланнӑскер, алӑкран шаккасса кӗтсе ларать: «Эсир килместӗр пуль тесе шутлама пуҫланӑччӗ».Та уже наряженная ждет стука в дверь: «Я думала, что вы не придете».
Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641
Интеллигентлӑ ҫын пек тумланнӑскер галстук ҫыхма та манман.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫанталӑк тӗттӗмленессе пӗрре мунчари пек вӗриленсе, тепре пӑрлӑ шыва чӑмнӑ пек ҫӳҫенсе кӗтнӗ Альбина, нихҫанхинчен хӳхӗмрех тумланнӑскер сакӑр сехет ҫурӑрах урама тухрӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Эпӗ, Юрпике пек тумланнӑскер, тӗппех чечек ӑшӗнче тӑратӑп.
Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.
— Кам вара ку? — тутарла ыйтрӗ Урасметпа пӗрле килнӗ ҫамрӑк ҫын, ҫав тери чаплӑ тумланнӑскер.
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Сирӗн эпир мӗн илсе кайнине тӗрӗслеме тивӗҫ ҫук! — хирӗҫлеме пӑхрӗ ҫармӑссенчен пӗри, мӑрса пек лайӑх тумланнӑскер.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Акӑ пӗри, ҫар ҫыннилле тумланнӑскер, тӗмсем хушшинчен тухрӗ те Ахтупая кӑчӑк туртрӗ.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ольга Ивановна, Евӑран маларах тумланнӑскер, хуллен Павлуш ҫумне пырса ларчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Кунта Бей Дрек — тарҫӑлла тумланнӑскер, — пуҫларӗ Дюрок.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӗсенчен пӗрне эпӗ уйрӑмах лайӑх астӑватӑп — питех лайӑх тумланнӑскер мар, рабочисем пекех тӑхӑннӑ, хӑй пӑхмашкӑн Сормово урамӗсенче ҫӗршерӗн тӗл пулакан ытти рабочисем пекех, нимӗнпе те вӗсенчен уйӑрӑлса тӑмасть.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Повар ҫак тарҫӑ, пир курткӑпа тик саппун вырӑнне уяврилле тумланнӑскер, ӑҫта каясси пирки ыйта-ыйта тӗпчет.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тумланнӑскер, каялла хывӑнчӗ вӑл, панадол ӗҫсе хӑй ҫырнӑ хутсене тепӗр хут вуласа тухрӗ.
Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Лёша та, яка тумланнӑскер, амӑшӗн ҫутӑ кӑвак, ҫӑп-ҫӑмӑл кӗпинчен тытса тӑнӑ.Леша, принаряженный тоже, придерживался рукой за серое, светлое, легкое мамино платье.
XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Мӗн, Николай Еремеев кантурта-и? — тенӗ хытӑ сасӑ илтӗнчӗ ҫенӗхӗнчен, унтан пӗр пысӑк ҫын, ҫиленнӗскер пулмалла, тӗрӗс мар та, анчах палӑрмалла хӑюллӑн курӑнакан пит-куҫлӑскер, самаях типтерлӗ тумланнӑскер, алӑк янаххи урлӑ каҫса тӑчӗ.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Вӑт мана чӗнсе илеҫҫӗ те тумлантараҫҫӗ; ҫапла вара эпӗ, тумланнӑскер, ҫӳретӗп, унта кирлӗ пек е тӑратӑп, е ларатӑп.Вот меня возьмут и нарядят; я так и хожу наряженный, или стою, или сижу, как там придется.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
— Мӗн «турӑ ылханӗ» пултӑр унта! — терӗ пӗри, ыттисенчен кӑшт лайӑхрах тумланнӑскер.
I // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
Акӑ халь, ҫавӑн пек Тарас вырӑнне, ун умӗнче хӳхӗм ҫын, тирпейлӗн тумланнӑскер, ашшӗ сӑнарӗнчен мӗн пурӗ те ҫӑварти сигарпа анчах уйрӑлса тӑраканскер, ларнӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.