Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумланакан (тĕпĕ: тумлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тристан Бурле секретарь — вӗреннӗ ҫын, хытанка шатен, кӑвак куҫлӑ, вуласа каланине хӑвӑрт ҫырса пыма тата хушусене тӗрӗс пурнӑҫлама пултаракан, пӗчченҫӗ, тирпейлӗ, сӑпайлӑ тумланакан ҫын — кирлӗ.

«Тристану Бурлю нужен секретарь, образованный человек, шатен сухого типа, с серыми глазами, умеющий быстро писать под диктовку и точно исполнять поручения, одинокий, опрятный, скромно одевающийся.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Кунта капӑр тумланакан вӗҫкӗнсем те, чарусӑр пуҫтахсем те, ӗҫме юратакансем те, ҫын ҫумӗнчен хӑпма пӗлмен йӗрӗнтермӗшсем те, харкашма юратакан чӑкӑлташсем те, кӑшкӑрашма юратакан тата айван ӑс-пуҫлӑ туссем те ҫук.

Не было франтов, буянов, пьяниц; не было назойливых, вздорных, крикливых, пустых приятелей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кашни хӗрӗнни пекех, Селиме ӗмӗтӗнче те — хӑйне кура капӑр тумланасси; начар тумланакан хӗре никам та вырӑна хуман пек туйӑнать ӑна.

Как и все девушки, Селиме, конечно, мечтала о красивых нарядах, ибо плохо одетую девушку никто не полюбит.

III. Инкекпе куҫа-куҫӑн // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпӗ вара тӳрех хӗрӗ тумланакан пӳлӗме кӗтӗм.

Я прямо пробрался в уборную.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, эпир Мускаври драма театрӗнче Гриша тумланакан пӳлӗмре ларнине.

Вы знаете, что мы сидели в Гришиной уборной в Московском драматическом театре.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хам тумланакан пӳлӗме юсаҫҫӗ-ха, — терӗ вӑл.

— В моей личной уборной сейчас ремонт, — сказал он.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гриша пире вестибюльте кӗтсе илчӗ, яланхи пекех чипер курӑнать вӑл, ҫавӑнтах пире хӑй тумланакан пӳлӗмне ертсе кӗчӗ.

Гриша встретил нас в вестибюле такой же великолепный, как всегда, и немедленно пригласил в свою уборную.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька вӑрахчен тумланакан тухтӑра васкатма юлчӗ.

Потом Петька остался торопить доктора, который все еще одевался —

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сивчир кӗсенӗсем тухса тулнӑ тутисене ҫырткаласа, вӑл пӗрре тумланакан Биденко ҫине, тепре вӗлернӗ Кузьминскин вырӑнӗ ҫинче куҫӗсене хупса, аллисене чӗркуҫҫисем хушшине хурса, пушӑ минутпа усӑ курса тӗлӗрсе ларакан сержант Егоров ҫине пӑхрӗ.

Покусывая губы, обмётанные лихорадкой, он смотрел то на одевавшегося Биденко, то на сержанта Егорова, который сидел на койке убитого Кузьминского с полузакрытыми глазами, бросив руки между колен, и, пользуясь свободной минутой, дремал.

5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех