Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумламӗнче (тĕпĕ: тумлам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кунта та, шыв тумламӗнче те, пӗр молекула тепӗр молекулӑна ҫиет вӗт! — ахӑрса кулса ярать Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эмеллекен пахалӑх чакмӗ Куҫҫуль тумламӗнче нихҫан.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫав шывӑн хӗвел патне пӑсланса хӑпаракан е ҫумӑр пулса тинӗсе тӑкӑнакан кашни тумламӗнче, тен, пӗр-пӗр синкерӗн вӑрттӑнлӑхӗ пур.

В каждой из этих частиц воды, то поднимающихся с испарением к облакам, то проливающихся дождем в море, заключается, быть может, тайна какой-нибудь катастрофы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кашни курӑк ҫинчи ҫумӑр тумламӗнче вуншар пӗчӗк хӗвелсем йӑлтӑртатса, ялкӑшса ҫунаҫҫӗ.

На каждой травинке в дождевых каплях сверкали, горели и лучились десятки маленьких солнц.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫав туйӑм, ҫавна кӗтни мана пӗтӗмпех ярса илчӗ; эпӗ унпа ҫеҫ сывлаттӑм, вӑл ман юнӑмӑн кашни тумламӗнче юхатчӗ… эпӗ кӗтни часах ҫитмелле пулнӑ-мӗн.

Это предчувствие, это ожидание проникло весь мой состав: я дышал им, оно катилось по моим жилам в каждой капле крови… ему было суждено скоро сбыться.

I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Куҫҫулӗн кашни тумламӗнче тинӗс пек хуйхӑччӗ ӗнтӗ…

И в каждой из этих слез был целый океан мук…

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех