Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хура ҫӳҫ пайӑрки ярса тытнӑ аллине кӑкринчи суран ҫумне пӑчӑртаса лартнӑ, унӑн тӗксӗмрех тӗслӗ ҫинҫе пӳрнисем хушшипе тумлам хыҫҫӑн тумлам юн сӑрхӑнса тухать те, вӑл хӗп-хӗрлӗ пӗчӗк ҫеҫ ҫӑлтӑрсем пек ҫӗрелле юха-юха ӳкет.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Питҫӑмартисем ҫинче — те ҫумӑр тумламӗсем, те куҫҫуль — икӗ тумлам чӗтрет…
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Пӗрремӗш тумламсем ӳксен, асапланаканӗ нимӗнех те туйман, анчах каярахпа ҫав тумлам ӳкекен вырӑнта унӑн тирӗ хӑпарса тухса ҫурӑлнӑ, кашни ҫӗнӗ тумлам алӑ ҫине ӳксе питӗ ыраттарнӑ.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ӳкерчӗкӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫумӑр ҫунине эпӗ сӑмсапа алӑ ҫине темиҫе тумлам ӳкнинчен, ҫамрӑк хурӑнсен ҫыпҫӑнакан ешӗл ҫулҫисем ҫине тем шапӑртатма пуҫланинчен кӑна пӗлтӗм; хурӑнсем, хӑйсен кӑтра турачӗсене ним сикми усса, тап-таса ҫутӑ тумламсене савӑнса йышӑннӑн, савӑннипе аллейӑна уҫӑ шӑршӑпа тултарнӑн туйӑнать.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗрер тумлам ҫеҫ ҫитерсе пӑхтарнӑ утарҫа, анчах ҫав тумламсем ҫав тери нумай пухӑннӑ та, ӗҫ кунӗ тӑрӑх уйӑрма пыл пачах юлман.Угощал по капле, но капель этих собралось так много, что на трудодни ничего уж и не оставалось.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хуҫан питҫӑмартисем тӑрӑх ҫумӑр ҫунӑ чух чӳрече кантӑкӗ ҫинче пулакан тумлам евӗрлӗ ҫутӑ тумламсем юхса анчӗҫ.И по его щекам поползли вниз блестящие капельки, какие бывают на окнах во время дождя.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Унӑн ӳчӗ йывӑрӑшӗпе урлӑ кашта авӑнчӗ, хурӑнсем чӗтренсе илчӗҫ, — вӗсен усӑнса тӑракан турачӗсем ҫинчен шултра тумламсем, темиҫе пин тумлам ҫӗрелле тӑкӑнчӗҫ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Санра казак хастарлӑхӗ йӗрӗнчӗк тумлам кӑна юлнӑ иккен.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Rp. Liquor ferri 3 гр. леш, чӳрече ҫинче тӑраканнине, ҫӳлӗк ҫине хунине, хӑйсӗр уҫма хушманнине, вуншар тумлам кунне виҫӗ хутчен. Мария Заплаксинӑна».
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Ирхине, кӑнтӑрла, каҫхине вуншар тумлам…
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Павел Иваныч сана пӗр тумлам парӗ е юн яма хушӗ, е тен, кӑмӑлӗ пулсан, мӗнле те пулин спиртпа шӑлса ярас, тейӗ, вара вӑл, леш хайхи… аякӗ хӑех ыратма чарӑнать.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
— Каҫпа кӑштах пулчӗ пулас та… ҫын умӗнче вара — пӗр тумлам та…
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов, кулленхи йӑлипе, каҫхине каҫах хӑйӗн чӗри мӗнле тапнине итлерӗ, унтан ӑна аллипе хыпашласа пӑхрӗ, унта ҫирӗплӗх ӳсрӗ-и, тесе тӗрӗслерӗ, юлашкинчен хӑйӗн телейне тишкерсе сӑнама тытӑнчӗ те сасартӑк тумлам йӳҫӗк тӗлне лексе, кӑмӑлне пӑсрӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫыннӑн виҫеллӗ тӗллевӗ — ҫутҫанталӑкӑн тӑватӑ вӑхӑтне, тепӗр майлӑ каласан, тӑватӑ ӗмӗтне ытлашши иртӗнмесӗр пурӑнса ирттересси, пурнӑҫӑн савӑтне пӗр тумлам ахаль тӑккаламасӑр юлашки куна илсе ҫитересси пулать, алхасакан пушарсен ҫулӑмӗ кирек мӗнле ялкӑшсан та, пӗр майлӑ та хуллен ҫунни авантарах», тенӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Анчӑк темерӗн ҫав: пӗр тумлам куҫҫуль те кӑлармарӗ! — тенӗ кӳршӗсем.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тахҫанах вилнӗ амӑшне курсан, ӑна чунтан юратнипе, Обломов тӗлӗкре те хӗпӗртесе ӳкрӗ; унӑн, ыйхӑллӑскерӗн, куҫ хӑрпӑкӗсем айӗнчен икӗ тумлам ӑшӑ куҫҫуль хуллен пӑчӑртанса тухрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пӗр тумлам та ытлашши мар-с.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Анчах акӑ художник сӑрламалли патакки ҫине пӗр тумлам шурӑ краска илчӗ те, картинӑн чи варрине, тин ҫеҫ сӑрланипе йӑлтӑртатакан тинӗс ҫине, кукӑр пӑнчӑ пек япала лартса хучӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗчӗк пир татӑкӗ ҫинче тӗлӗнмелле ҫӗнӗ тӗнчӗ пулнине, чӑн-чӑн тӗнче пекки мар, анчах, ҫав вӑхӑтрах тата икӗ тумлам шыв пекех, чӑн-чӑн тӗнчепе пӗр пеккине курса, ачасем сывламасӑр тӗлӗнсе тӑраҫҫӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Виле тӑпри ҫине темиҫе тумлам ҫумӑр ӳкрӗ.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949