Шырав
Шырав ĕçĕ:
Улпут майри кунта нимӗн те ӑнланаймарӗ, — «йӗкӗр шӑпана, ырӑ кӑмӑлне пула» тенисем мӗне пӗлтернине те чухлаймасть; вӑл приказчикӑн сассипе унӑн сюртукӗ ҫинчи тӳмисене кая сӑнанӑ: ҫӳлтине вӑл сайра хутра ҫеҫ тӳмеленӗ пулмалла, ҫавӑнпа ку туми ҫӑт ларнӑ, варринчи тӳмин ҫиппи чӑсӑлса тӑни ӑна тахҫанах тепӗр хут ҫӗлесе хытарма кирли ҫинчен пӗлтерсе тӑнӑ.
I // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вӑл ҫакна пӗлет: нумай вӗреннӗ ҫын тата унӑн пурнӑҫ опычӗ питӗ пысӑк пулин те, Воропаев час-часах ачалларах хӑтланать, ҫав тери вӑйлӑ тата тӳсӗмлӗ пулин те, тепӗр чух наянланма, сӳрӗк пулма пултарать, яланах савӑнӑҫлӑ ҫӳрекенскер, хӑш чух салхуланать те ним туми пулать; тепӗр чух тата вӑл хӑйӗн вӑйне те ӗненмест.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ачам, — терӗ милиционер, рычага пусса сарӑ ҫутта сӳнтерсе симӗссине ҫутнӑ вӑхӑтра, — тархасшӑн ырӑ пул, урам урлӑ каҫ та хапха ҫинчи звонок туми ҫине пусса дворник патне шӑнкӑртаттар.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ман ачасем хӑнк та тумарӗҫ, куҫӗсене алтӑр пысӑкӑш чарса хунӑ та йӑшӑлт туми Турӑ керменӗ ҫине чалтӑртаттарса пӑхса тӑраҫҫӗ.Мои друзья и ухом не повели, вытаращили глаза и стоят, не шелохнувшись, смотрят на дворец.
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Вӑрҫӑра, ҫапӑҫӑва кӗрес умӗн, танкистсем пытанса сигнал кӗтнӗ вӑхӑтра хӑшӗ-пӗрисем вӑхӑта ирттерес тесе ерипен юрӑ ӗнерлеҫҫӗ е йывӑҫ айӗнче кӑвак пӗлӗте пӑхса выртаҫҫӗ, — ҫав вӑхӑтра та Ҫемен хӑйне валли ӗҫ тупатчӗ: атӑ тӳрлетет-и е шинель туми лартать-и…
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Корпус командирӗ вара пӑлханма та пӑрахрӗ, хӑйӗн ҫивӗч, витерӳллӗ асӑрхаттарӑвӗсене те туми пулчӗ, лаши ҫинче кичем сӑнпала ним чӗнмесӗр, тӗршӗнсе-курпунланса кӑна ларчӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1