Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумах (тĕпĕ: тум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахвие арӑм тумах уйлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кушак ҫури пур-ха та, анчах вӑл, ӑс-тӑнӗ «пиҫсех», «савӑчӗ» тулсах ҫитеймен пирки, ӑна-кӑна тумах сӗмленеймест-ха.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ӗҫне тумах пӗлместчӗ те вӑл палкама питӗ юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Тӗп тумах шутлаҫҫӗ пулсан та, паян-ыранах тӑваймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗп тумах шутлаҫҫӗ пулсан, ан тив, пырса пӑхчӑр!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрт умне (пӑлтӑра) сӳтсе мӑкпа хӑпартма ниме тумах тиврӗ.

То поднять сруб и протыкать мхом сени пришлось собирать ниме.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсене пурнӑҫлас килмесен те тумах тивӗ.

Как бы вам этого ни хотелось, но сделать их придется.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Курайманлӑхӗ тулса пынӑран ӑна темӗнле пылак туйӑм ҫавӑрса ҫупӑрларӗ, ҫак самантра вӑл тӑшманӗ асапланнине туйса ӑна савмах, тав тумах хатӗрччӗ.

Он испытывал сладчайшее чувство утоляемой ненависти, почти переходящей в обожание врага, в благодарность к его мучениям.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Ун пек туни шуррисем инициативӑна хӑйсен аллине ҫавӑрса илесси енӗпе хӑрушӑ пулнӑ пулин те, — ҫапла тумах килет.

хотя это и грозило тем, что инициатива перейдет к белым.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫакӑн пек тумах йышӑнчӗҫ.

Так и решили.

XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ниушлӗ нефтепровод тумах шутлатӑр?

Неужели нефтепровод собираетесь строить?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Нумай чухне ҫакӑн пек пухӑва райком представителӗ колхозниксем куҫпа та курман ҫынна илсе пырать те сехечӗпех ӑна апла та капла каласа мухтать, унӑн ырӑ енӗсене, пуррине те, ҫуккине те, каласа тухать, тӗрессипе, ҫакна тумах та кирлӗ мар ӗнтӗ; райком авторитечӗ унсӑрах пысӑк, вӑл сӗнекен ҫынна вӑрттӑн сасӑласан та, уҫҫӑн сасӑласан та — пур пӗр суйлаҫҫӗ.

Нередко на такие собрания представитель райкома привозит совершенно неведомого колхозникам человека, долженствующего стать главою их артели, и добрый час, употребив все свое красноречие, расхваливает, перечисляя все его настоящие и потенциальные добродетели, хотя мог бы этого и не делать: авторитет райкома достаточно высок, чтобы рекомендуемый им человек был избран единогласно и при тайном голосовании, не говоря уже о голосовании открытом.

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ырӑ ӗҫ тумах пухӑнман пулӗ ҫав ҫак шайкка!

Не на доброе дело собралась эта шайка!

VIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

А-у вара мӗнле пулсан та ыр тумах тӑрӑшать.

И все же именно он с истинным благородством захотел во что бы то ни стало ей помочь.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Тепӗр кунне, е виҫҫӗмӗш кунне е тата малалла ҫавна тумах Захара тепӗр хут хушмалла пулсан, каллех унпа тавлашса кӑмӑла пӑсмалла.

На другой, на третий день и так далее нужно было бы приказывать то же самое вновь и вновь входить с ним в неприятные объяснения.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

8. Филопатор вара, вӑхӑтлӑх ӑнӑҫупа мӑнаҫланса кайса, аслӑран та аслӑ Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен шухӑшлама пӗлмесӗр, малтанхи шухӑшӗнчен чакма шутламан, ҫапла тумах шухӑшланӑ, вӑл иудейсене хирӗҫ ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 9. «Птоломей Филопатор патша Египетра пурӑнакансене, вырӑнти ҫарпуҫсене тата ҫар ҫыннисене савӑнӑҫпа сывлӑх сунать.

8. А он, надмеваясь временным благополучием и не помышляя о власти величайшего Бога, думал неизменно остаться в том же умысле и написал против них такое письмо: 9. «Царь Птоломей Филопатор обитателям Египта и местным военачальникам и воинам - радоваться и здравствовать.

3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫав вӑхӑтрах хӑшӗсем тата вӑйпах кӗрсе хӑй шутланине тумах сӗмсӗрленекене чарса тӑма та хӑюлӑх ҫитернӗ.

19. Вместе с тем некоторые из граждан возымели смелость не допускать домогавшегося вторгнуться и исполнить свое намерение.

3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вара ҫавӑ кун ҫичӗ арӑм пӗр ҫынран ҫакланӗҫ те калӗҫ: «хамӑр ҫӑкӑрах ҫийӗпӗр, хамӑр тумах тӑхӑнса ҫӳрӗпӗр, пирӗн сан ятна ҫеҫ илесчӗ — намӑсран хӑтар пире» тейӗҫ.

1. И ухватятся семь женщин за одного мужчину в тот день, и скажут: «свой хлеб будем есть и свою одежду будем носить, только пусть будем называться твоим именем, - сними с нас позор».

Ис 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех