Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултарнӑран (тĕпĕ: тултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юр нумай ҫуса тултарнӑран вӗсем тухса ҫӳрейми пулаҫҫӗ, ҫавна май лавккана — апат-ҫимӗҫ, аптекӑна эмел туянма ҫитсе килейменни те пулать.

Куҫарса пулӑш

Эсир те айккинче ан юлӑр // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d1%8d%d1% ... bba%d1%80/

Урай варринче чавса уҫнӑ шӑтӑк хӗрринче вараланчӑк пӗчӗк тӗркемсем, Горн хӑй тунӑ сӑран хутаҫсем сапаланса выртаҫҫӗ; вӗсем вӗтӗ ылтӑн тултарнӑран тачка-кӳпчем.

Земля, взрытая на середине пола, зияла небольшой ямкой, по краям ее лежали грязные узелки и самодельные кожаные мешочки, пухлые от наполнявшего их мелкого золота.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Хӑйӗн айӑпне туйнӑран тата ытлашши нумай ҫисе тултарнӑран кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ унӑн.

Как это обычно бывает, когда знаешь, что поступил дурно, да к тому же съел слишком много.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Аш нумай ҫисе тултарнӑран тата ҫав тери пӑчӑ пулнипе, чӑтма ҫук шыв ӗҫес килни антратса ҫитерчӗ.

Из-за того, что мяса было съедено много, и было так душно, что появилась жажда воды.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Пит нумай кайӑк тытса тултарнӑран ватӑ кӗсри ерипен ҫеҫ утнӑ.

Лошадь медленно двигалась под тяжестью обильной охотничьей добычи.

ХLVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Нравственность чирӗсем вара начар воспитанирен, ҫынсен пуҫӗсене пӗчӗкренех тӗрлӗрен ӑҫтиҫукпа тултарнӑран, пӗр сӑмахпа каласан, обществӑн начар пурӑнӑҫӗнчен килеҫҫӗ.

А нравственные болезни происходят от дурного воспитания, от всяких пустяков, которыми сызмала набивают людские головы, от безобразного состояния общества, одним словом.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫурҫӗр еннелле пӑхса ларакан урамра пурӑнакансем хӗллехи вӑхӑтра юр вӑйлӑ тултарнӑран тарӑхса Ту касса куҫса ларса хирӗҫле урам тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Нумайӑшӗ пирӗн хуҫасем ытла та ырӑ пулнипе хисеп-чыс илсе тултарнӑран ытлашшипех мӑна тухрӗ, пире пӑхӑнса тӑракан ахаль ҫынсене ҫеҫ мар усал тума тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем, хӑйсен мӑн кӑмӑлне тӑрантараймасӑр, хӑйсене ырӑ тӑвакан хуҫисене те сӑтӑр тӑвасшӑн вӗсем, пархатарлӑ пулма пӗлменни ҫеҫ мар, ӑсран тайӑлнӑ пек, хӑйсен чапӗпе каппайланса усалла шухӑшлаҫҫӗ, яланах пурне те курса тӑракан Турӑ сутӗнчен хӑтӑлма шутлаҫҫӗ.

Многие, по чрезвычайной доброте благодетелей щедро награждаемые почестями, чрезмерно возгордились и не только подданным нашим ищут причинить зло, но, не могши насытить гордость, покушаются строить козни самим благодетелям своим, не только теряют чувство человеческой признательности, но, кичась надменностью безумных, преступно думают избежать суда все и всегда видящего Бога.

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех