Шырав
Шырав ĕçĕ:
тултармашкӑн (тĕпĕ: тултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсенчен пӗрисем сывлӑшран селитрӑпа шывланакан пайӗсене сӑрхӑнтарса илсе, унтан алпа хыпашласа туйса илме май килекен типӗ те хытӑ япала тӑвассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ; теприсем минтерсемпе йӗп чикмеллисем ӑшне тултармашкӑн мрамор тӳсе вӗтетсе лараҫҫӗ; виҫҫӗмӗшӗсем тата, лаша чӗрнисем ан катӑлччӑр тесе, вӗсене чул пек ҫирӗплетесси ҫинчен шутлаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
40. Вара пӗлӗтсем — мӑн пӗлӗтсем, вӑйлӑ та хаяр пӗлӗтсем — ҫӗкленӗҫ, ҫӗрпе ун ҫинче пурӑнакансене хӑратса тӑма ҫӑлтӑр та ҫӗкленӗ; ҫав пӗлӗтсем пур ҫӗре те, ҫӳллӗ те тӳпем вырӑнсене, ҫӑлтӑрсен тӑвӑлне 41. тата вутпа пӑр, вӗҫекен хӗҫсем тата хирсене, ҫӑлсене тултармашкӑн шутсӑр нумай шыв тӑкса ярӗҫ; 42. ӗнтӗ хулапа унӑн хӳмине, тусемпе сӑртсене, вӑрманти йывӑҫсене, улӑхри курӑка, вӗсен тыррине шыва путарӗҫ; 43. ҫав шыв пӗр чарӑнмасӑр Вавилона ҫитӗ те ӑна аркатса тӑкӗ; 44. пуҫтарӑнӗҫ те Вавилон патне — ҫавӑрса илӗҫ; ун ҫине ҫӑлтӑрпа хаярлӑх тӑкӑнӗ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1