Шырав
Шырав ĕçĕ:
Матроссене океанпа каяссин вӗҫне тухассӑн туйӑнман.
Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ҫӗнтерӳҫӗ, паллах, ахаль ҫын пек туйӑнман, унӑн ӳт-пӳ, ӑс-тӑн пултарулӑхне мифологилле тӗнчекурӑм витӗр курса хакланӑ — ҫавӑн ҫинчен тӗлӗнтермӗш хайлавсем калӑпланӑ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
— Ҫитрӗмӗр! — тинех хӑлхана пырса кӗчӗ нихӑҫан илтӗнессӗн туйӑнман сӑмах.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Орлов сержанта ҫак «истори» ытла ӗненмеллех туйӑнман.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ҫынсемпе калаҫнӑ чухне лӑпкӑ пулӑр, ҫав вӑхӑтрах шанчӑклӑ пек туйӑнман ҫынсене хӑвӑр яхӑна ан ярӑр.
4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Эльгеев халиччен патша портречӗ ҫине тишкерсех пӑхман пулнӑ, анчах паян асӑрхарӗ: пӗрре те мӑнаҫлӑ ҫын пек туйӑнман вӑл ӑна.
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Милиционерсем ирӗксӗртен пек анчах шыраҫҫӗ, вӗсене хӑйсем ҫине вуншар ҫын шанмасӑр сивӗ куҫпа пӑхкалани аван пекех туйӑнман пулас.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Куна хирӗҫ капитан каларӗ; пӗр матрос виҫӗ ӑмӑрткайӑк ҫурҫӗр еннелле вӗҫсе кайнине курнӑ, анчах вӗсем ахаль ӑмӑрткайӑксенчен пысӑках туйӑнман: ку вӗсем пит ҫӳлтен вӗҫсе кайнӑран пулмалла.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Лентул вӑрҫӑ ӗҫӗнче питех пултараканскер пулман, ҫавӑнпа мӑнкӑмӑллӑ латинянина ҫапӑҫу йывӑр пулас пек те туйӑнман.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вунпӗр сехетре кӑнтӑрлахи апата «свисток панӑ» — ҫак саманта кӗтсе илме питӗ йывӑр пулнӑ, вӑл ҫитессӗн те туйӑнман.
III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Эпӗ вуникӗ сехет ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн питӗ лайӑх, ҫӑмӑл пек туйрӑм, эхер вӗсем мана питӗ чирлӗ тесе ӗненнине пӑсасси ӑнӑҫсӑрла туйӑнман пулсан, эпӗ вырӑн ҫинчен ҫавӑн чухнех сиксе тӑнӑ пулӑттӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна ир пулассӑн та туйӑнман.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Нихӑҫан та вӑл маншӑн ҫапла ҫывӑххӑн, тӑваннӑн туйӑнман, тен, туйӑнмӗ те урӑх…
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Дутлов хурчӑка вӑййинчи чӗпамӑшӗ пек туйӑннӑ пулсан, ывӑлӗсем пӗртте унӑн чӗппи пек туйӑнман: вӗсем унӑн хыҫӗнче пӗр сас-чӗвӗсӗр, хыпкаланмасӑр, ирӗккӗн тӑнӑ.
V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Унӑн чӑмӑрне шӑнӑҫассӑн туйӑнман хулӑн пӳрнеллӗ пысӑк аллинче манӑн хут татӑкӗ мимозӑн вӗлтӗркке ҫеҫки пек анчах курӑнса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Боевой задани уншӑн нихҫан та йывӑр пек туйӑнман, задани уншӑн паттӑрла ӗҫсем тума пиллени тата ҫав ӗҫсене тума май паракан пропуск пулнӑ.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах йӑлӑнтармӑш Кӑнтӑр шӑнине ҫакӑ нимӗн пек те туйӑнман.Но назойливой Южанке не было до этого решительно никакого дела.
Кӑнтӑр шӑнипе Анвӗр ятлӑ йытӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Анчах ҫав ҫемҫелсе кайни ӑна пӗртте лайӑх маррӑн туйӑнман, — хӗпӗртеттернӗ кӑна, ӗлӗк вӑл ҫаван пек пӗртте хӗпӗртемен.
IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл шухӑш ӑна ытла лайӑх маррӑн туйӑнман, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫне шав ӗҫкӗ-ҫикӗре ирттермен, ӗмӗрӗн тӑрӑшшилех пӗр чарӑнмасӑр ҫынсем патенчех ӗҫлесе ирттернӗ, вӑл ӗҫлесе ывӑна та пуҫланӑ.
VII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
«Эпӗ кӗҫӗр вилме пултаратӑп, вилетӗп те пулӗ», — тесе шухӑшласа илнӗ вӑл, анчах ҫав шухӑш ӑна ытла лайӑх маррӑн та, ытла хӑрушшӑн та туйӑнман.
VII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.