Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнакан (тĕпĕ: туйӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тулли уйӑх ҫутинче пурҫӑн чаршав витӗр курӑннӑ пек туйӑнакан ялалла янӑраса кайса, йӑмраллӑ тӑкӑрлӑксене кӗрсе, шарлак ҫӑлсемпе выляса, пӗвере пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ахӑрашакан шапасене тӗлӗнтерсе, тӗттӗм ҫенӗкре ҫывӑраймасӑр выртакан ваттисен чӗрисене ҫунтарса, таҫта-таҫта ҫити юхса саланатчӗ илемлӗ ҫимӗк юрри, ҫамрӑклӑх кӗвви…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанлӑха пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнакан ӗҫсемшӗн ан пӑшӑрханӑр.

Не беспокойтесь о делах, которые, на первый взгляд, кажутся важными.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Районсене, ялан тенӗ пекех, рейса илемсӗр, мӑран, вӑйсӑр, халь-халь ҫӗмӗрӗлсе ларас пек туйӑнакан автобуссем тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тантӑшсемпе ӑмӑртмалла чупса килнӗ асамлӑн туйӑнакан вырӑна ҫуллахи шӑрӑх кунсенче.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тепӗр кунхине Ирина Алексеевна хӑйне кӑштах ҫывӑхрах пек туйӑнакан Артюхин техникпа хӑрушсӑрлӑх техникипе ҫыхӑннӑ плакатсем ӗҫ вырӑнӗсенче сахал тата пуррисем те алӑран кайтӑр — атмана тенӗ пек хатӗрленисем ҫеҫ пулни пирки калаҫу пуҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пултаратӑп-и ку тыткӑнран хӑтӑлма? — Вӑл аялалла пӑхрӗ, ҫав тери аякра пек туйӑнакан бетон плита сарнӑ ҫула асӑрхарӗ, ун тӑрӑх утса ҫӳрекенсене ӑмсанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ, типсе кайнӑ, усал пек туйӑнакан особист кӗрсе тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Икӗ сменӑпа ӗҫле пуҫланӑранпа фермӑра темле хаваслӑрах та хӑтлӑрах пек туйӑнакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пылак пыл та эрӗм пек туйӑнакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ферма тӑван кил пекех туйӑнакан пулчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шалти сасӑ татӑлман пек туйӑнакан ыйтусене уҫӑмлатакан уҫӑ ӑҫта пытаннине кӑтартӗ.

Да и интуиция должна подсказать вам, где скрывается ключ от практически неразрешимой проблемы.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сехет те хытӑрах шакканӑн, хӗвел ҫути те ытларах кӗнӗн, чечексен ҫеҫкисем те хӗрлӗрех-кӗренрех курӑннӑн туйӑнакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хӑвӑртрах сипленетчӗ пулӗ те, анчах вӑл тӗрме пек туйӑнакан тӗксӗм палатӑра хӑрушӑ чирпе кӗрешнӗ вӑхӑтра ку элекҫӗ леш тӗнчене вӑрт-вартрах ӑсантӑр, ӳлӗмрен таса чӑваш литературине сӗмсӗррӗн варалакан ан пултӑр тенӗ пек пӗр кунхине область хаҫатӗнче самаях пысӑк статья ҫапӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вак-тӗвек пек туйӑнакан ыйтӑва вара хаҫатра сӳтсе явни пӗртте ытлашши мар.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Ку эрнере тупӑшлӑ тата интереслӗ пек туйӑнакан пӗр ӗҫпе кӑна аппаланма сӗнеҫҫӗ.

На этой неделе можете попасть впросак, если сосредоточитесь на одном деле, которое покажется вам выгодным и интересным.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хальхинче ӗнтӗ эсӗ текех ман ҫине йӑл кулса пӑхса калаҫаймарӑн, унччен айванрах туйӑнакан сӑмахусем халь санӑн текех пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

…Ҫамрӑк хурӑн лӑпкӑ ҫилпе хӑйӗн вӗтӗ ҫулҫисене хумхатать, унӑн айӗнче — ҫурхи лӗпӗш евӗр туйӑнакан чипер хӗрача кӗнеке вуласа ларать…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫак асамлӑн туйӑнакан тавралӑхра манӑн чӗрем кас-кас ҫӗкленсе, кас-кас канӑҫсӑр тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Халь вара Изамбаев тамӑк пек туйӑнакан асар-писер уйра пӗр-пӗччен, хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Унтан ҫурӑмне Прелл еннелле туса, илемсӗр те курпун «тутӑх тимӗр» хӑйӗн ырхан, мӗн ҫуралнӑранпах хура пек туйӑнакан ывӑҫӗ ҫине юпа пек хытса пӑхса тӑчӗ.

Затем, повернувшись спиной к Преллу, он так и застыл, уткнувшись лицом в свои сухие, словно от роду черные ладони, невзрачный, сгорбленный — «ржавая железяка».

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех