Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑна (тĕпĕ: туйӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чапӗ ҫине, хӑй калашле, «хӗрес хурса», эпӗ ӑна ҫав телейсӗр ачалӑх мӑшкӑлӗ патне чӑнахах та тӗртетӗп пек туйӑна пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унтан вара пӗтӗм ӳт-пӳ темле ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе кайрӗ, чуна пушшех те ирӗккӗн туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Очеркпа ҫыхӑннӑ пӑшӑрхану-хумхану, паян стройкӑра ҫӳренисем таҫта аякка-аякка, иртнӗ вӑхӑта, чакса кайрӗҫ, кунта эпӗ урӑх нимшӗн те мар, пӗр Григориу ҫуралнӑ куна паллӑ тума ҫеҫ килнӗн, ҫак телейлӗ мӑшӑр телейӗпе савӑнма ҫеҫ килнӗн туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пурнӑҫ манӑн ун чухне хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ пек ҫуталса кайнӑччӗ, анчах вӑхӑт иртет, вӑхӑт шӑвать, хамӑн телее ӗмӗрӗпех ҫемьере кӑна, сана юратнинче кӑна курса тӑни пӗчӗк япала пек туйӑна пуҫларӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Алюновран уйрӑлса кайсассӑнах ӑна тем манса хӑварнӑ пек туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нумайччен ташларӗҫ хӗрсемпе каччӑсем пӳлӗмре, пӳлӗмри сывлӑш пӑчӑ пек туйӑна пуҫласан, Сима уҫӑ ҫӗре, килкартине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Магнитофон паҫӑрхи илемлӗ юррах янраттарать, анчах та халӗ кӑна тулли кӑмӑлпа ларнӑ Симӑна тем пулчӗ — пӳлӗмре ытла та пӑчӑ пек туйӑна пуҫларӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Малтан вӑл хӑйӗн ӗҫӗ сая кайманнишӗн, пӗчӗк ачана ачашланӑ пек ачашласа ӳстернӗ улмуҫҫисем ҫимӗҫ кӳме пуҫланишӗн хытӑ савӑннӑччӗ, анчах пурӑна киле, садран тупӑш ытларан ытларах илме тытӑннӑҫемӗн, ӑна хӑйӗн сачӗ пӗчӗк пек, сахал пек туйӑна пуҫларӗ, вӑл ӑна мӗнле те пулин аслӑлатма май шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Темшӗн мана эпӗ ҫав хӗре мӗн ачаран пӗлсе-курса ӳснӗн туйӑнчӗ, унран та ытларах — ташӑ картинче ҫав тӑпӑлкка кӗлеткеллӗ хура хӗртен чипертереххи ҫук пек туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пурӑна киле Таньӑна халиччен палламан-пӗлмен чӑваш каччи тӑван пиччӗшӗ пек туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӑштах кайсан, вулӑс кантурӗнче Сехмет аташтарнипе ҫеҫ темӗнле ӑнланмалла мар ӗҫ пулса иртнӗ пек туйӑна пуҫларӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ӑна темшӗн кирек мӗн пулсан та пурпӗрех пек туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫумӑр килесси туйӑна пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Унтан этем сасси пек туйӑна пуҫларӗ.

А потом как заговорит человечьим голосом, аж по коже мороз!

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ача чухнехи вӑхӑтсем мана ҫӗр ҫул, пин ҫул ӗлӗк пулса иртнӗ пек туйӑна пуҫларӗҫ.

То, что было в детстве, мне кажется, было сто, тысячу лет назад.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аля та чи ҫывӑх ҫын пек туйӑна пуҫланӑччӗ, юратса пӑрахаттӑмах пулӗ ӑна…

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ним ҫук ҫӗрте театр шӑрши туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах, темшӗн-ҫке, такама, куҫа курӑнманнине, пӑхӑнса пурӑннӑн туйӑна пуҫларӗ ӑна юлашки вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, хӗсметрен запаса тухмалли вӑхӑт ҫывхарнӑҫемӗн кунсем вӑрӑмланса пынӑ пек туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кичем туйӑна пуҫларӗ.

— Становится скучно.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех