Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн чӑн-чӑн юрату туйӑмӗ пулсан, эсир ӑна Миша пек хӑратса яма мар, ӑнланса илме тӑрӑшӑр, вара вӑл сире телейлӗрех тӑвӗ, ӗҫре, вӗренӳре, пурнӑҫра пулӑшӗ…
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Иккӗмӗш хутри хӗрсем ҫав вӑхӑтра темӗнле юрӑсем те юрларӗҫ пуль, анчах вӗсен кашни юрринчех илемлӗ юрату туйӑмӗ сисӗнсе тӑчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ӳнерҫӗн патриот туйӑмӗ вӑйлӑ пулнӑран вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗрне аннексиленипе килӗшме пултарайман, Париж Салонӗнче хӑйӗн Франци Лотарингипе Эльзаса ҫухатнине сӑнлакан картинӑсене тӑтӑшах кӑтартнӑ.
Альбер Беттанье // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%8C%D0%B5
Паллах, ҫавӑн пек сӑвӑсем вулакансен чӗринче илемлӗх туйӑмӗ чӗртеймеҫҫӗ, ун вырӑнне — ҫынсене поэзирен пистерме пултараҫҫӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Вӗсене ҫырса малтанхи хут пичетлесе кӑларнӑран вара пайтах ҫулсем иртсе кайрӗҫ пулин те, вӑл произведенисем идея тӗлӗшӗнчен ним чухлӗ те мӑкалмарӗҫ, ӑсталӑхӗпе — вулакансен чунне-кӑмӑлне илемлӗх туйӑмӗ парас хӑватне ҫухатмарӗҫ, ҫухатас та ҫук.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
— Кала, Эрхип, манӑн пӗлессӗм килет: мӗн пулчӗ Сантӑрккана? — тарӑн пусӑран илтӗннӗ пек туйӑнчӗ Ҫимун сасси, тӗлӗкри пек туйӑмӗ иртсе кайман-ха унӑн, шухӑшӗсем пуҫа вырнаҫаймаҫҫӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пире хирӗҫле туйӑм, ӗлӗкхи кулак туйӑмӗ вӑранман-и унра?..
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫтаппан чӗри туйӑмӗ ҫинчен пуҫламӑш хут каласа панине Матӗрне ним иккӗленмесӗрех ӗненчӗ, пуҫне ун кӑкӑрӗ ҫине хучӗ.
XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӳрех хӗпӗртӳ туйӑмӗ пуҫа пырса ҫапрӗ: эппин, сцена ҫинче ҫирӗппӗн ҫӳрекен пирӗн пекех кулленхи пурнӑҫ пирки те шутлать иҫмасса.
Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.
Шалтан, ӑш-чикрен чӗтретекен пӑшӑрхану туйӑмӗ, хӑрани тухнӑ май мана каллех силле пуҫларӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Ҫак юратӑвӑн туйӑмӗ Вӑта каса вӑрҫӑ хирӗнченех ҫитнӗ.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Чун тӗпӗнчи ҫилленӳ, кӳренӳлӗх туйӑмӗ ерипен, сийӗн-сийӗн тулса ҫын кӑмӑлне йывӑрлатса пырать.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Куляну туйӑмӗ нумая пымарӗ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Ачана тӗне кӗртнӗ чухне те ҫак хирӗҫӳлӗх туйӑмӗ сӗвӗрӗлмерӗ-ха…
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Чун ӑшши, юрату туйӑмӗ пӗтмен вӗт-ха пирӗн, вӑй та пур.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Хирӗҫӳ-тавӑру туйӑмӗ те, ҫавӑнпа пӗрлех амӑшӗн ҫемҫелӗхӗ-юратӑвӗ те ҫуралчӗ Иринӑн ҫак вӑхӑтра.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Нубисен, тӗрӗссипе, пӗрлехи наци туйӑмӗ пулман: вӗсен виҫӗ уйрӑм патшалӑх пулнӑ пулин те вӗсен хӑйсене нихӑҫан та пӗр халӑх тесе каламан.
Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8
Хӑрушлӑх туйӑмӗ кашни кунах вӑйланса пычӗ.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кашнийӗнчех хӑрушлӑх туйӑмӗ ытларах та ытларах ытамларӗ ӑна.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл йӗрекен хӗрарӑмсен куҫӗнчен пӑхма хӑратчӗ, темле ӑнланмалла мар намӑслӑх е салтаксен тӑванӗсен умӗнчи айӑплӑх туйӑмӗ пусмӑрлатчӗ ӑна.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.