Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑмсене (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир — ҫитӗннӗ ҫынсем, сирӗн ырӑ туйӑмсене эпир нимӗнле приказпа та пӗтерме пултараймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Паянхи куна, хамӑн туйӑмсене, паянхи ҫанталӑка мӗнле кӑна ҫырса кӑтартнӑ пулӑттӑм-ши!

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сипетсӗр Нюҫҫа, хӑй йышӑннӑ тӑрӑх, «юбка айне кӗрекен ҫӳллӗ туйӑмсене пула» такмак шутласа тупнӑ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Конвертсӑр юрамасть. Атту кашнийӗ вуласа тухса сӑрӑпа варласа хума пултарать», — айванла шухӑшларӗ вӑл, тӗнчере ҫырусене тушьпа варалакан, мӗнпур чӗррине — туйӑмсене, шухӑшсене, ӳте пӗтерекен цензура пурри ҫинчен тӗлленменскер.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑш-пӗр чухне вӗсем туйӑмсене пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗрери шиклӗ туйӑмсене ҫӗнтерсе эпӗ ӑна ӳкерчӗке тыттартӑм.

Я отдал рисунок Маленькому принцу, и сердце у меня сжалось.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ман туйӑмсене те, вӑл хӗре те пырса ан тӗкӗн эсӗ! — хӑй ӑшӗнче тарӑху вӗресе хӑпарнине путарса пулчӗ ӑна Завьялов.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак уяв пирте чи ачаш та чӗтревлӗ туйӑмсене вӑратать.

Этот праздник пробуждает в нас самые нежные и трепетные чувства.

Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Хисеплӗ ветерансем! // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... em-3460813

«Чӑн-чӑн туйӑмсене, шанӑҫа тата парӑнулӑха нимӗнле йывӑрлӑх та хӑрушӑ мар!

«Настоящим чувствам, вере и преданности не страшны никакие испытания!

Олеся Спиридоновапа Владимир Денисов «Родники» патриотизм конкурсӗнче ҫӗнтернӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%D1%83%D0% ... rn-3443151

Халӗ чылай ҫул пытарса пурӑннӑ туйӑмсене кӑтартма вӑхӑт.

Самое время проявить чувства, которые вы годами хранили.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ӗҫлер, паянхи туйӑмсене, сӑмахпа шӑратса, халӑха тавӑрса парар.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫак кун кашнинех чуна уҫса калаҫмалли те чылай пулчӗ, ҫавӑнпа та савӑнӑҫлӑ туйӑмсене пӗрле пайларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Хӑвӑрӑн туйӑмсене кӑна шанӑр, ыттисен канашне ан итлӗр - вӗсенчен япӑх кӑна пулӗ.

Положитесь только на свои чувства и не слушайте чужих советов, ведь от них будет только хуже.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн харпӑр пурнӑҫри туйӑмсене пытармасӑр кӑтартма вӗренмелле, юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва йӗркелемелле.

Вам нужно научиться не скрывать свои эмоции в личной жизни и определить отношения с любимым.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шухӑшсемпе туйӑмсене йӗркене кӗртӗр.

Приведите в равновесие свои мысли и чувства.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вара ҫӗр халӗ те-ха, ҫав ҫын туйӑмӗсемпе шӳсе касӑхнӑскер, ҫав пархатарлӑ туйӑмсене курӑнми шевле пек ярӑмласа каялла тавралӑха сапалать.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чуна амантакан, таса туйӑмсене хисепе хуман чӑнлӑх та пур-мӗн илемӗн те.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хам туйӑмсене тӗрӗслесе пӑхас тенӗ евӗр, эпӗ йӗри-тавра пӑхса илтӗм те ҫынсем пӗр хускалмасӑр, сӑмах та чӗнмесӗр ларнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйне самантлӑха та канӑҫ паман вӗри туйӑмсене чӗре варринче вӑл вӑрттӑн, никама систермесӗр усрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Шалта самантрах, шӑмма-шакка чусталантарса, пите юн тӑвӑнтарса, вӗри цунами хумӗ ӗрӗхсе ҫӗкленчӗ, ӑш-чикке йытӑ-кашкӑр ҫӑвӗ сӗрнӗ пек ҫемҫетсе, йӑштарса, пытанса пурӑннӑ туйӑмсене самант сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, ӑс-тӑна хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех