Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, тавракурӑм хыҫне пытанакан пӑрахут ҫине темле чуна хӗсекен туйӑмпа ытарайми пӑхса тӑрать, тӗтреллӗ инҫелӗхе каякан телейлӗ ҫынсем ҫинчен тӗмсӗлсе шухӑшлать.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл, хӑй айӑпсӑр пулнине ӗненсе, сӑпайлӑн, анчах та унӑн этем тивӗҫлӗхне ӳкернишӗн кӳреннӗ туйӑмпа, алӑк хӑлӑпне тытать.
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Кунсӑр пуҫне тата вӑл хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ, пӗтӗм чун-хавалӗ ку таранччен пӗлмен пысӑк туйӑмпа тулса капланнине асӑрхарӗ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл хӑйне ҫӗнӗ телей хумӗ пырса ҫапнӑ туйӑмпа кӗрешет, тен тата, таҫтан пуҫ миминчен тӗлсӗр-паллӑсӑр йывӑр пӗлӗт евӗр ҫӗкленекен аслатиллӗ тӑвӑла та туять пулӗ…
XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакӑ йӑлтах чӗрене капланса килнӗ тарӑн туйӑмпа пӗр пулса янӑрать, чунра вӑл ҫутҫанталӑкӑн вӑрттӑн калаҫӑвӗпе пӗрле ҫуралать, унӑн чӑн-чӑн ятне тупса калама та ҫав тери хӗн…
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Эпӗ хам та, вӑл хӑй пӗлмен япаласем ҫинчен ним усӑсӑр шухӑшласа пуҫне ан ҫӗмӗртӗр тесе тӑрӑшатӑп, ҫавсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахтарсан, хӑйӗн туйӑмӗсем ҫителӗксӗррине пӗлмӗччӗ ача; эпир хамӑр та-ҫке, мӗнпур пилӗк туйӑмпа усӑ куракансем, улттӑмӑшӗ ҫуккишӗн пачах тунсӑхламастпӑр.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анна Михайловна пушшех хӗрелсе кайрӗ те, хӑвӑрт пӗшкӗнсе, ҫав тери ачаш туйӑмпа хавхаланса, хӗрачана ыталаса илчӗ; лешӗ вара, ҫак кӗтмен ҫӗртен тапса тухнӑ тӑвӑллӑ ачашлӑха, кӑшт тӗлӗнерех пулин те, тап-таса куҫӗсемпе уҫҫӑн пӑхса йышӑнчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫапла шухӑшлани тӗрӗсех мар пек туйӑнать мана: эпир кайӑксем пек нихҫан та вӗҫмен, анчах ҫапах та ачалӑхра тӗлленнӗ тӗлӗксенче вӗҫес туйӑмпа пайтах сӗмленнине пурте пӗлеҫҫӗ.
Автортан // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Этюдӑн психологиллӗ тӗп кӗвви — пӗтӗм чунтан, мӗнпур шалти туйӑмпа ҫутӑ патнелле туртӑнни.Основной психологический мотив этюда составляет инстинктивное, органическое влечение к свету.
Автортан // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ачасем сасартӑк хӑраса ӳкме те, сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех час лӑпланса ҫитме те пултараҫҫӗ: вӗсем ҫынсене темле ӑшри туйӑмпа пӗлсе илеҫҫӗ.
Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл ҫакӑн пек лӑпкӑлӑха пӗлет ӗнтӗ, ку вӑл унӑн яланах пайтах пӑшӑрханса ирттернӗ хыҫҫӑн пулать, ӗлӗкрех чух ӑна ку кӑштах шухӑшлаттаратчӗ, анчах халӗ вӑл чуна уҫса ярать ҫеҫ, ӑна пысӑк та вӑйлӑ туйӑмпа ҫирӗплетет.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ашшӗ-амӑшӗ ачисене шанманни, вӗсем хӑйсен ачисенчен аслӑрах та ӑсларах тесе шутлама хӑнӑхни халь ӗнтӗ урӑх туйӑмпа, вӗсене хисеплес туйӑмпа пӗрлешрӗ, мӗнле пурӑнас пирки шухӑшланӑ сирсе сирӗлми шухӑш халь — урӑхла, лайӑх пурӑнӑҫ пулма пултарасси ҫинчен хӑюллӑн та ним хӑрамасӑр калакан ҫамрӑклӑх кӳнӗ кӑсӑк ҫине куҫрӗ.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫаксем пурте — тӗссем, йӑлтӑрккасем, сасӑсемпе шӑршӑсем — куҫа пусса тӑраҫҫӗ, сывланӑ чух кӑкӑра кӗреҫҫӗ те пушанса юлнӑ чӗрене темле ним хускалман, пӑтранчӑк туйӑмпа тултараҫҫӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫав хӑрани, ӑшчике пӑнтӑхтарнӑ пек туса, сывлама кансӗрлесе тӑрса, унӑн кӑкринче ӳссе кайрӗ, вара, суд кунӗ ҫитсен, амӑшӗ заседанисем пулакан зала хӑйӗн ҫурӑмӗпе мӑйне авса лартнӑ йывӑр та тӗксӗм япала пек туйӑмпа пырса кӗчӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӗрарӑма ҫак тӗттӗм пӳлӗм ачашшӑн ыталаса тӑчӗ, вӑл унӑн чӗрине хӑй пӗлмен ҫынсене юратнӑ туйӑмпа ӑшӑтрӗ, ҫав ҫынсем унӑн шухӑшӗнче пӗрлешсе пӗр питӗ пысӑк, иксӗлми хӑватлӑ вӑйпа тулнӑ ҫын пулса тӑчӗҫ.
XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ унӑн ҫыхӑнусӑр, хӑвӑрт каласа кайнӑ сӑмахне тимлесех итлесе, хӑй хӑранине путарма, салхуллӑ туйӑмпа кӗтсе ларнине сирсе яма тӑрӑшрӗ.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тулта халь паҫӑрхи шав вырӑнне темрен пытаннӑ пек хӑюсӑр шӑплӑх тӑчӗ, — ҫав шӑплӑх ялта пурте пусӑрӑннине, хӑранине палӑртрӗ, пӗчченлӗх туйӑмпа ытларах ҫивӗчлетрӗ те, чуна ҫав тери кичем пусса илчӗ.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӗр ҫакӑн пек пӑлханса кайнине кура, амӑшӗ малтанах ним калаймарӗ, анчах унпа мӗн пулса иртнине ӑнланчӗ те, хӑйӗн те чунӗ хурлӑхлӑ туйӑмпа тулса ларчӗ, Сашӑна ыталаса илсе, хуллен ҫеҫ хушса хучӗ:
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Чӗри Егора ӑсатакан ҫынсемпе килӗшмерӗ, пӑшӑрхантаракан, ыраттаракан туйӑмпа тулса пычӗ.Сердце наполнялось шероховатым тревожным чувством несогласия с людьми, провожавшими Егора.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл сасӑпах йӗрсе ячӗ, хуйхӑ пырне питӗрсе лартрӗ, анчах вӑл ӑна ҫӗнтерчӗ те, ачаш та салхуллӑ, хӑйне ҫамрӑклатнӑ туйӑмпа ҫемҫелнӗ питне амӑшӗн пичӗ патне илсе пырса, сӑмахсӑр макӑрчӗ, унтан пӑшӑлтатса хӑвӑрт малалла каларӗ:
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.