Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑмпа (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутҫанталӑк илемне кунта чӑннипех те пысӑк туйӑмпа сӑнланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

«Эпир Уканьпе шавласа ларнӑ вӑхӑтра пулнӑ вӑл ҫенӗкре. Темле сасӑ пулчӗ-ҫке, тухса пӑхас тенӗ ҫӗрте чарӑнса тӑтӑм. Кушак ҫӳрет пуль-ха тесе шутларӑм ҫавӑн чух», — темле ырӑ туйӑмпа аса илчӗ Сантӑркка Ҫимуна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑн пек туйӑмпа ҫӳрерӗ малтанхи кунсенче Шамккай Петӗрӗ Соня хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн-и, Ҫимун чиперех пурӑнать пуль? — кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн темле вӑрттӑн туйӑмпа ыйтрӗ Вали Валеевич, Архип Григорьевичпа Петр Иванович ҫине пӑхкаласа.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паллах, ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн: таҫта шалти туйӑмпа вӗсем эпӗ суеҫтернине туйнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Каччӑ хӗре хӑй те ӑнланайман туйӑмпа хӗрхенчӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Фильчин оркестрӗ кунашкал хӑватлӑ туйӑмпа вылянине астумасть Раман.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑватлӑ, савӑнӑҫлӑ самантсем лирикӑллӑ туйӑмпа улшӑнса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман та вӑрманпромхоз делегачӗсемпе пӗрле райком ҫуртне ҫӗкленӳллӗ туйӑмпа ҫитсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Темле ҫиччӗмӗш туйӑмпа вӑл паян кунта юлашки хут ҫывӑрнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑй пӗрмаях Эсекел ҫине чӗрӗллех ҫӑтса ярас туйӑмпа пӑхать, ачашшӑн кулса ун кӑмӑлне кайма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ун пек чухне эсӗ чӳречӳне ҫапла яри уҫса ярӑн та ынатлӑ туйӑмпа кӑмӑлна пусарӑн…

Иной раз ты вот так распахнешь окно, и тебе будет приятно…

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Апла пулин те, ӑшри туйӑмпа Тихӑн яланах арӑмӗ еннелле туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗлӗнмелле ырӑ, телейлӗ туйӑмпа вӑранса кайрӗ Славик.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чӗре ҫемҫе те ырӑ, кӑштах эрлӗклӗ, анчах пӗр асапсӑр туйӑмпа тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ун ҫинчен каласа парасса та пысӑк туйӑмпа, чунпа каласа пама пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑрмана ҫав кун хаваслӑ туйӑмпа утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сӑнӳкерчӗк патӗнчен пӑрӑннӑ пекех, Алексей чӳрече умӗнчен те йывӑр туйӑмпа пӑрӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Автор паянхи ял ӗҫченӗсене хумхантаракан пысӑк проблемӑсем хускатать, коллективлӑ ӗҫ условийӗсенче ҫынсем хушшинче йӗркеленсе вӑй илнӗ ҫӗнӗ, социализмлӑ хутшӑнусене пысӑк ӑсталӑхпа, тарӑн туйӑмпа сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Темӗнле каласа кӑтартма май ҫук туйӑмпа вӑл ҫав вӑя государе ҫывӑх ҫынсемех ертсе пынине те ӑнланнӑ, анчах ун ҫинчен патшана каласа кӑтартмашкӑн аптранӑ, мӗншӗн тесен нимӗнле уҫӑ фактсем те пулман.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех