Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑмне (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл патриотлӑх туйӑмне вӑратакан материалсем ытларах ҫырма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Пирӗн хушӑра хӑюллӑ, ҫынлӑх хаклӑхӗсене мала кӑларакан ентешсем пурри чӑнах та мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Музейпе паллашни ҫамрӑксенче мӑнаҫлӑх туйӑмне тата вӑйлӑрах вӑратма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Тӗрӗслӗх туйӑмӗ унӑн самантлӑха ҫиеле тухнӑ юрату туйӑмне ҫӗнтерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ыттисем саншӑн пулсан кирек мӗн туйччӑр; сана хӗр е ӑрӑм хӑвӑн ар туйӑмне пусарма ҫеҫ кирлӗ, ҫапла-и?

Получается, что девушка или жена нужны нам лишь для мужского удовлетворения, не так ли?

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чи пахи — арҫын туйӑмне вӑхӑтра пусарма пулӑштӑр вӑл, хӗрарӑм тенӗскер.

Главное, чтобы женщина удовлетворяла его желание.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ар туйӑмне лӑплантарнӑ та Янтул малалла утнӑ.

Утолил мужскую похоть и дальше.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫыру ун туйӑмне уҫать.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ хӑймасть хӑй туйӑмне Уҫса памашкӑн пӗр сӑлтавсӑр, Ҫапах та туйӑнать: пӗр халсӑр Юлать тӑрсассӑн хӗр умне.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапах та ҫуйкӑн туйӑмне Вӑл ниепле тытса чараймӗ, Халь ҫӗнтереймӗ хуйӑхне.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑй туйӑмне тусне пӗлтерчӗ, Ӑна ача пекех шанса:

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тытса тӑмарӗ хӗр текех, — Именчӗкне аран ҫӗнтерчӗ, — Вал туйӑмне вӗҫерӗнтерчӗ, Ӑсне кӑларчӗ ирӗкех.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эй, ҫамрӑклӑх, эсех упратӑн Этемӗн ырӑ туйӑмне, Ӑна вараласран сыхлатӑн, Хумастӑн ҫичӗ ют умне.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ыр туйӑмне, тен, вӑл пиллесшӗн? — Пит ӑшшӑн ачашлать хӗрне, Ҫемҫен пуплет унпа: пӗлесшӗн Ҫав шухӑш-туйӑм ҫул-йӗрне.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак вӑхӑт ҫитрӗ те вӑратрӗ Чечекӗн хӗмлӗ туйӑмне; Тен, ҫавӑнпа кӳлсе тӑратрӗ Телей тупма ун ӗмӗтне.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗлле вӑл каҫсенче юратнӑ Ларма халап хапхи ҫинче: Ача-пӑча ыр чӗринче Хастарлӑх туйӑмне вӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӑртран пӑхать хӗр, кулкалать, — Ыр туйӑмне паян кам пуле, — Утать…

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Александра кӑмӑлне ҫавӑрас тесе унпа туслашма та тӑрӑшать-ха, анчах та хӗр упраҫ каччӑ туйӑмне сисмест те тейӗн, ҫав-ҫавах пӑрӑнарах ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Ҫулланнӑ хӗр хӑй туйӑмне пытарма пӗлет ҫав, ун кӑмӑлне тӳрех чухласа илеймӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫитӗнекен ӑрӑва халӑх инструменчӗсемпе паллаштарать, вӗсене тӗпчет-тишкерет, чӑвашӑн ачасенче наци туйӑмне вӑйлатма пулӑшакан кӗввисене вӗренет тата вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш йӑлисене тытса асра Хастаррӑн, вӑхӑтпа тан утӑмлать // Ольга МИКУШИНА. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%87a%d0 ... 85a%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех