Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйнине (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн ҫак произведенийӗсенче ҫамрӑк художница япаласен «чунне» лайӑх туйнине кӑтартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Анчах ӑҫтан пӗлет-ха вӑл Антон мӗн туйнине.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах хӑй мӗн туйнине нимпе те кӑтартмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эп сире халь хам мӗн туйнине каласа паратӑп, эпӗ калатӑп-ҫке, пурне те хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эп ҫапла шутларӑм: Оля хӑйне хӑй мӗнле туйнине, вӗҫме ирӗк паманнине епле тӳссе ирттернине пӗлесси — манӑн тивӗҫ, политработник тивӗҫӗ, терӗм.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сӑмахпа каласа, вӗсем пурпӗрех хӑйсем мӗн туйнине ӑнлантарса парайман пулӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вара тин Анатолий Семенович хӑй ҫак шӑрша кунта килсенех туйнине тавҫӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тӗп редактор Светлана Чикмякова Вӑрнар округӗн администрацийӗ енчен пулӑшӑва туйнине, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Владимир Сергеевич салтаксем чӑваш халӑхӗ пысӑк пулӑшу панине хӑйсем ҫинче лайӑх туйнине те палӑртать.

Куҫарса пулӑш

«Атӑл» наци батальонӗн салтакӗ Владимир Петров // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60524

Хама ун чухне мӗнле туйнине эпӗ… каласа пама пултараймастӑп, анчах унӑн чун-чӗререн шӑранса тухакан ҫепӗҫ те уҫӑ сасси халӗ те ман асӑмрах янӑраса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Укаслу виҫҫӗмӗш аманни, Асмантей патне ҫын ячӗ, вӑл хӑйне мӗнле туйнине пӗлсе килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл туйнине тӗплеме Урха пуҫлать пуплеме:

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапах та патшалӑх пулӑшӑвне кӗтекен ҫынсем хаксем вылянса тӑнин сиенне ҫивӗч туйнине те шута илес пулать.

Но надо учесть и то, что нуждающиеся в поддержке государства люди остро чувствуют на себе последствия колебания цен.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӑвӑра мӗнле туйнине сӑнӑр.

Следует обратить внимание на своё самочувствие.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл хӑйне япӑх туйнине, ӑна сывлама йывӑррине курса Алексей Одинцов ватӑ ҫынна хваттертен кӑларма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Салтаксем пур енлӗн хӑйсене аван туйнине каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Суйлав - вӑл е ку территорири граждансем хӑйсене мӗнле туйнине кӑтартакан чи лайӑх индикатор.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Янтул кунта хӑйне ырӑ мар туйнине Хрнстин упӑшки те курать.

Христинин муж чувствует недоброе настроение Яндула.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑвӑра кӑтартма, яваплӑха туйнине, профессионал пулнине систерме майсем пулӗҫ.

Появится возможность проявить себя, продемонстрировать свою ответственность и профессионализм.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑра мӗнле туйнине тӗрӗслесе тӑрӑр.

Будьте внимательны к своему самочувствию.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех