Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туймасть (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫи, какайсӑр пурӑнманскер, ун шӑршине хӑнӑхнӑран туймасть те пулӗ, анчах тултан кӗрекене пӳртри шӑршӑ тӳрех паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкки вара часах кӗтӳ килессине те манса каять — вӗҫтерет ҫырманалла тӳрех Укань патне, васканипе ура хырӑмӗсене вӗлтӗрен чӗпӗтнине те туймасть.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

… Инҫӗшне пӑхнӑ-сӑнанӑ чухне хӑрушшине туймасть чун-чӗре.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах Раман ӑна туймасть те, асӑрхамасть те, сулахай аллине хыҫалалла янӑ, сылтӑммипе хушӑран сулкаласа, Мерчӗк клубӗнчи пекех, Маяковский сӑввине сулмаклӑн калать.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗрле вӑл Ҫумҫакки Манькки патӗнче хӑнара пулнӑччӗ, унта «аншарла» ӗҫсе лартнипе паян хӑйне йӗркеллӗ туймасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйне вӑл пӗрре те ҫак тӗнче варринче туймасть.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ним вырӑнне те хумасть ҫав вӑл Славике, ун умӗнче ним пӑлхану-именӳ те туймасть, хӑй хӗр иккенне те, Славик арҫын иккенне те манса каять.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Анчах пуҫӗ ыратса кайнине те, ҫан-ҫурӑмӗ йӗкӗленсе тӑнине те, пиҫӗ туратсем питрен-куҫран чант! чант! ҫатлаттара-ҫатлаттара янине те, шаккит паракан йывӑҫ вуллисен ҫумне пырса ҫулӑнса ҫамкине мӑкӑльленине те, аллине вӗлтӗренпе ҫӑтӑр-ҫӑтӑр пӗҫертнине те халӗ пӗртте туймасть усал шӗвек тыткӑнӗнче минрекен ҫамрӑк арҫын.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрарӑм кӑмака кукрисӗр хӑйне хӗрарӑм пек те туймасть!

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ӑшӑри ҫын сиввине туймасть, тени тӗрӗс мар.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ку уйрӑмлӑха ӗҫлекенсем сиссе юлчӗҫ, пӗр Ҫинук ҫеҫ туймасть пулас.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Йывӑҫ сулхӑнӗ аяккалла шунипе Укка хӗвел питне тухса выртнӑ та — ӑна та туймасть, ыйӑха туртать кӑна.

жена так сладко спала, что не чувствовала, как тень от березы отошла в сторону и по лицу загуляло солнце.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алӑ ҫава аврине туймасть, ҫава курӑка перӗннине туймасть, ура ҫӗре туймасть.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тутисем ун тем калаҫҫӗ, анчах хӗр ӑна хӑй те туймасть, аллинчи ҫырӑвӗ ҫинчен куҫне илмест.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччӑ ӑна-кӑна нимӗн те туймасть, унӑн пӗтӗм тимлӗхӗ хӗр ҫинче.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсир кам юррине юрланине туймасть тетӗр-им?

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: пӗверӗ кӑвапа таранах пулин те, ҫийӗ те, аялти хӗрри те тикӗс, алӑпа пуссан ыратнине туймасть.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тал-Мӑрса режиссер кӑна, гимнастерка ҫийӗн ӗҫ кипки тӑхӑннӑскер, сивве туймасть: пӗрре сцена ҫине хӑпарать, тепре сиксе анать те вӗриленсе кӑшкӑрать (хӗрлӗ армеецсенчен артист тӑвасси ҫӑмӑл ӗҫ мар пулӗ ҫав!).

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ак Эрнепи йывӑҫсем ҫинчен хӑйӗн умне вӗҫсе анакан сарӑхнӑ ҫулҫӑсене ҫӗре ӳкичченех яра-яра тытса мӗн вӑхӑтчен ҫамрӑк сунарҫӑ хыҫҫӑн пырать, лешӗ вара инҫетре те мар ҫын пуррине нимӗн чухлӗ те туймасть.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр Уҫӑп Тимахвейч кӑна ни шӑна нумаййине, ни кукӑль шӑршине туймасть — аллисемпе хӑмсарса ларать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех