Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туймалла (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫапах та санӑн ҫав ӑшӑ ҫил вӗрнине хӑвӑн питӳ ҫинче туймалла, улшӑнусене хӑвӑн куҫупа курмалла.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хутшӑнура хӑвӑра ирӗклӗ тата телейлӗ ҫын пек туймалла.

В отношениях вы должны чувствовать себя свободным и счастливым человеком.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Яваплӑха туймалла, кирек-епле вӑхӑтра та чӗрчунсене ирӗке ярса, пӑрахса хӑварма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Ҫутҫанталӑкри пӗтем чӗрӗлӗхӗн аслӑ ҫыхӑнӑвне халӗ, моторсен шавӗ хытӑран хытӑ илтӗннӗ чух, кантӑк-бетон стенасем ҫӳлтен-ҫӳле хӑпарнӑ чух, уйрӑмах ҫивӗччӗн туймалла та унӑн татӑлма пултаракан сыпӑкӗсене ҫирӗплетессишӗн уйрӑмах хытӑ тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Бригадӑри лару-тӑрӑва манӑн унти ҫынсенчен ыйтса мар, хам куҫпа курмалла, хамӑн ӑнланса илмелле, витӗр пӗлсе ҫитмелле, туймалла.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Хамӑра яланах шанмалла, яваплӑха туймалла, ырӑ енчен кӑтартма пӗлмелле, ӑсталӑха пур енлӗн ҫирӗплетсе памалла», – тесе каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Кашни ача ҫемьере ӳсмелле, унӑн ӑшшине туймалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьере ӳсмелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61039

Пӗр сӑмахпа каласан, хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑр тӗплӗн пурнӑҫламалла, яваплӑха туймалла, тухӑҫлӑха ӳстерессишӗн ҫине тӑрсах ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Халӗ сирӗн питӗ пурнӑҫ савӑнӑҫне туймалла.

Вам сейчас остро необходимо ощутить радость жизни.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тишкерсе тӑмалла мар, туймалла мар, йывӑрлӑхсене сарӑпламалла мар, унталла-кунталла пӑрӑнмалла мар — ҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Унӑн шӳтле сӑмахӗнче ӳпкев мар, юрату сисӗнет, ҫакна кирек кам та тӳрех туймалла.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кашнин яваплӑха туймалла, хӑйсем ҫине шанса илнӗ ӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫласа пымалла», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/tuya ... -koordinac

Халӗ сирӗн хӑвӑрта ҫӗнӗ вӑй пуррине туймалла.

Вы должны сейчас почувствовать в себе новые силы.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫитес вӑхӑтра яваплӑха туймалла.

Нужно быть более ответственными в ближайшее время.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсен лӑпланмалла, пурнӑҫа юратнине туймалла.

Им необходимо расслабиться и вновь почувствовать вкус к жизни.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере Сурӑхсен ирӗклӗхе туймалла, тӑвансен, ҫывӑх ҫынсен витӗмӗнчен пӑрӑнмалла.

Гороскоп на следующую неделю подсказывает, что Овнам необходимо будет почувствовать свободу, отойти от влияния родителей и близких.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑр, хастарлӑхӑр тата чун-чӗре ҫамрӑклӑхӗ нихӑҫан та ан иксӗлччӗр, пурнӑҫӑрта вара ҫывӑх ҫыннӑрсен чун ӑшшине тата тимлӗхне туллин туймалла пултӑр.

Пусть не иссякают ваши доброта, оптимизм и молодость души, а жизнь будет наполнена теплом и заботой близких людей.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/01/news-3944636

Раштав уявӗ ҫитнине ҫерҫисен кӑна мар, пурин те туймалла вӗт-ха.

Не только о воробьях надо было подумать, не только они должны были почувствовать, что наступает Рождество.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫак сасартӑк ҫуралнӑ, ӳт-пӗве туймалла кичемлӗх таҫтан аякран, тӗтре пек килнӗ; хӑлхасене хупласа, куҫсене курми туса, ҫав кичемлӗх ывӑннӑ пек туйӑнтарнӑ, чир-чӗр, вилӗм ҫинчен шухӑшлаттарса хӑратнӑ.

Эта внезапная, телесная скука являлась откуда-то извне, туманом; затыкая уши, ослепляя глаза, она вызывала ощущение усталости и пугала мыслями о болезни, о смерти.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Пурнӑҫра сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсемпе тус-тӑванӑрсен чун ӑшшине тата тимлӗхне туллин туймалла пултӑр!

Пусть вас всегда окружают любовь, забота и внимание родных и близких!

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=532&id=4309368

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех