Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тискерӗн (тĕпĕ: тискер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах унӑн чӗри чӑтса тӑраймасть; юратнӑ кӗҫӗн хӗрӗ ашшӗпе сывпуллашать, ун пехиллӗхне итлет, хӑйӗн аппӑшӗсемпе, тарҫи-тӗрҫисемпе сывпуллашать те, шӑпах тухса каяс вӑхӑт ҫитессе урӑх пӗр минут та кӗтсе тӑмасть, сылтӑм аллинчи кача пӳрнине ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнать те вӑрман тискерӗн, тинӗс эсрелӗн шурӑ чул керменне пырса та ҫитет.

Однако сердце ее не вытерпело; простилась дочь меньшая, любимая, красавица писаная, со честным купцом, батюшкой родимым, приняла от него благословение родительское, простилась с сестрами старшими, любезными, со прислугою верною, челядью дворовою, и, не дождавшись единой минуточки до часа урочного, надела золот перстень на правый мизинец и очутилась во дворце белокаменном, во палатах высоких зверя лесного, чуда морского.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

«Ман пирки ан йӗрӗр, ан кулянӑр, эпӗ вӑрман тискерӗн, тинӗс эсрелӗн керменӗнче пурӑнатӑп; эпӗ ӑна курмастӑп та илтместӗп те, вӑл мана шурӑ мрамор стена ҫине вутлӑ сӑмахсем ҫырса ҫеҫ кӑтартать; эпӗ мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех пӗлсе тӑрать, ҫав самантрах, пурне те туса парать, хӑйне вара вӑл ман хуҫа вырӑнне шутламасть, мана хуҫа пики вырӑнне хурать».

«Не плачьте обо мне, не горюйте, я живу во дворце у зверя лесного, чуда морского, как королевишна; самого его не вижу и не слышу, а пишет он ко мне на стене беломраморной словесами огненными; и знает он все, что у меня на мысли, и в ту же минуту все исполняет, и не хочет он называться господином моим, а меня называет госпожой своей».

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Акӑ вӑл вӑрман тискерӗн, тинӗс эсрелӗн керменне пырса та ҫитет.

Очутилась она во дворце зверя лесного, чуда морского.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Хайхи хуҫа вӑрман тискерӗн, тинӗс эсрелӗн ҫӗррине пӗчӗк тимӗр ещӗкрен кӑларать те юратнӑ кӗҫӗн хӗрӗн сылтӑм качи пӳрнине тӑхӑнтарать, ҫав самантрах унӑн хӗрӗ пур пек япалисене илсе куҫран ҫухалать.

Вынимает он перстень зверя лесного, чуда морского, из ларца кованого, надевает перстень на правый мизинец меньшой, любимой дочери — и не стало ее в ту же минуточку со всеми ее пожитками.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Тата вӑл ытла тискерӗн курӑнать.

И он очень страшный.

Эпӗ кӗтӳрен хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Генерал тыткӑна лекнисен умӗнче чупкаласа, тискерӗн кӑшкӑрма тытӑнчӗ, вӑл кускаласа ҫӳренине кура, унӑн ӑшчикне пӗтӗмпех вут хыпса илнӗ тейӗн.

А генерал, быстро бегая вдоль ряда пленных, принялся кричать так дико, точно у него горели внутренности.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ӑна эс ятлаймӑн — пушах пуль тесе ҫак тискерӗн ҫамки.

Его некультурной ругать ли гадиною?!

Пур йӑх-яха та ҫӳп-ҫапа кӑварлӑ рифмӑпа ҫапар // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 142–145 с.

Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине тискерӗн пӑхнӑ, пӗччен ҫӗре пытана-пытана йӗнӗ, ашшӗ-амӑшсене чӗннӗ.

Они дичились друг друга, плакали в одиночку, звали тятьку да мамку.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Ӗҫе пӑрахмасӑрах пӗлӗт ҫинелле пӑхрӑм та тӗлӗнсе кайрӑм: прожекторсем ӑсран кайса шыранипе сарӑ уйӑх ҫутатакан лӑпкӑ каҫ хушшинче тавҫӑрса илейми уйрӑмлӑх пур, тискерӗн те капӑрӑн курӑнчӗ вӑрҫӑ сӑн-сӑпачӗ, пулеметсем кӗскен-кӗскен ҫатӑртатса янратаҫҫӗ, ҫӳлӗ уяр тӳпе ҫине тӗрлӗ тӗслӗ ракетӑсем ярӑнса хӑпараҫҫӗ.

Не отрываясь от работы, я взглянула на небо и поразилась: так странен был контраст между безумством шарящих прожекторов и спокойствием чистой ночи с равнодушно жёлтой луной, так страшна и нарядна была картина войны с коротким треском пулемётов, стремительным полётом разноцветных ракет в ясном, высоком небе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк манӑн сехрем хӑпса тухать, кӑшкӑрса яратӑп та, хам тискерӗн кӑшкӑрнине ҫеҫ илтетӗп, алӑпа-урапа тапкаланатӑн, аннен сехӗрленсе ӳкнӗ сассине илтетӗп, хам каллех чарӑна пӗлми кӑшкӑратӑп.

И вдруг безумный, бессознательный страх охватывает меня, я кричу и слышу только, как я ужасно кричу, и бьюсь обо что-то руками и ногами, и слышу испуганный мамин голос, и снова кричу и не могу остановиться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Итле-ха, Максим Максимыч!.. — терӗ Печорин, вырӑнӗ ҫинчен ҫӗкленсе, — эсир ырӑ ҫын вӗт, — енчен эсир ҫав тискерӗн аллине парсан, ӑна вӑл пусса пӑрахать-ҫке е сутса ярӗ.

— Послушайте, Максим Максимыч! — сказал Печорин, приподнявшись, — ведь вы добрый человек, — а если отдадим дочь этому дикарю, он ее зарежет или продаст.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех