Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейлет (тĕпĕ: тирпейле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен вӑхӑт усӑсӑр ан ирттӗр тесе, ниме пуҫлансан чӑрмав ан пултӑр, кал-кал ӗҫлеме мӗн кирли йӑлтах хатӗр пултӑр тесе, Атӑл дебаркадерсене шыв кукринчен кӑларать, крансене вырнаҫтарса лартать, ҫав хушӑрах ӗҫ вырӑнне те тирпейлет — хумӗсене ҫыраналла ывӑта-ывӑта ярса, унти тасамарлӑха ҫуса антарать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе пӗтрӗне-пӗтрӗне, ҫаврӑна-ҫаврӑна ҫӳп-ҫапа пӗр ҫӗре пухать, пухсан-пухсан, алхапӑл юхтарса каять.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сима тӑриччен апат та пӗҫерме ӳркенмест, пӳлӗмне те тирпейлет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Картишне тирпейлет.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Кам сана кӗпӳ-йӗмне ҫуса парать, кам сана тирпейлет ӗнтӗ?

Кто тебе постирает, кто присмотрит за тобой?..

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасене тирпейлет, ӗҫе ҫӳрет, кӗпе-йӗм ҫӑвать…

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Тен, кил-ҫуртне тирпейлет?

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Каҫ пуличчен пӳлӗм урайне те ҫӑвать, кашӑк-чашӑк ҫуса тирпейлет, унтан каллех, хурала тухать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑл ҫӗртех тухйине юсаса ларать, ҫӳҫне тирпейлет.

Она машинально поправляет тухью, прячет растрепавшиеся волосы.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Миннигел вара, пӳртрен тула, тултан пӳрте чупкаласа, ҫемйи валли апат пӗҫерет, килхуҫалӑхне тирпейлет, унӑн ӗҫчен аллисем сехет хушшинче ҫӗр япалана пырса тӗкӗнеҫҫӗ-тӗр, ывӑнма пӗлмен урисем картишӗнче е ҫумпахчара йӑпӑртатса ҫӳресе кӑна ҫирӗм-ватӑр ҫухрӑм тӑваҫҫӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хатӗр мар, Олимпиада Осиповна, хатӗр мар, — тет Левентей, хӑй сӗтел ҫинче арпашӑнса выртакан япаласене тирпейлет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӑшӑр чӗкеҫ хӑйсен йӑвине тирпейлет, якатать иккен.

Оказывается, пара ласточек наводит порядок и выравнивает свое гнездо.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Тирпейлӳҫӗ — хыпаланмасӑр, асӑрхануллӑн ҫӳрекен вӑтӑр пиллӗксенчи хӗрарӑм, — ресторантан мана валли кӑнтӑрлахи апатпа каҫхи апат киле-киле парать, пӳлӗмсенче тирпейлет те хӑйӗн патне каять, малтанах пӗлет: эпӗ ытлашши нимӗн те ыйтмастӑп, калаҫу-мӗн мана кирлӗ мар, ара, чылай чухне ӑна — калаҫӑва — пакӑлтатнӑ тата шӑл хушшинче чакаланнӑ май шухӑшсен саланкӑрлӑ юхӑмне лекес йӳтӗмпе ҫеҫ пуҫараҫҫӗ.

Прислуга, женщина лет тридцати пяти, медлительная и настороженная, носила мне из ресторана обеды и ужины, прибирала комнаты и уходила к себе, зная уже, что я не потребую ничего особенного и не пущусь в разговоры, затеваемые большей частью лишь для того, чтобы, болтая и ковыряя в зубах, отдаваться рассеянному течению мыслей.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сӗтел ҫиттин унчченхи хутламӗсем те лайӑхрах палӑрса тӑраҫҫӗ, Людмила Ильинична халь кашни хутламне юсаса, малтанхи йӗррипех хутлатса тирпейлет.

Складки хорошо видны, но Людмила Ильинична, оглаживая каждую ногтями, придает им еще большую жесткость и определенность.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Ара, Дина хыт тӑрӑшса пӑхать мар-и пӗчӗккисене, апат пӗҫерет, кӗпе-йӗм ҫӑвать, кил-ҫурт тирпейлет, шкула ӑсатать.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӳҫне еплерех тирпейлет тата — кашни кун урӑхла тураса кӑтралатать е якатать!

Как изобретательна она в своих чуть ли не каждый день новых прическах!

6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пӗри ҫуртне тирпейлет, тепри килкарти тытса тӑрать.

Кто за хибарку свою, за усадьбишку держались.

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Темле кантрасене, хут татӑкӗсене пуҫтарать, карттӑсене чӗркет, штурманӑн «хатӗрӗсене» тирпейлет.

Он собирает какие-то веревочки, клочки бумаги, складывает карты, штурманские «пожитки».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Миша Власьевнӑпа Марья Дмитриевнӑна кӗтнӗ вӑхӑтра класа тирпейлет.

Миша убирал класс, поджидая Власьевну и Марью Дмитриевну.

Тревога // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Питӗ хӑюллӑ, чылай чухне вӑл тӑшмана пӗр пӗччен тапӑнса тирпейлет.

Смелый, больше в одиночку действует.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Праҫниксем умӗн е шӑматкун ҫынсем патне кайса чӑрмантармалла мар, мӗншӗн тесен ҫын ҫак вӑхӑтра кил-ҫурта тирпейлет, праҫнике валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлет.

В предпраздничные и субботние дни не следует наносить визиты, так как эти дни связаны с подготовкой к празднику, уборкой и т. д.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех