Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейлесен (тĕпĕ: тирпейле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тирпейлесен, паллах, таса, ҫапах та вараламасан тата тасарах пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑкшӑм пӗви тасалчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61086

Натюш тем пек тимлесе тирпейлесен те, пӳлӗмре ҫапах нӳхрепри пек туйӑнать, ӑна стенасем ҫинчи ҫутӑ картинӑсем те илем кӳреймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫавӑнпа Якурӑн кӑмӑлне ӑшпилпе парӑнтарас тесе, тӑрантас ҫинчен ансанах: — Якур, урхамаха тӑварса тирпейлесен, пӳрте кӗр-ха! — тесе хушса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каярахпа, утӑ ҫулса тирпейлесен, пур-ҫук тыр-пула вырса пуҫтарсан мӗнле пулӗ ак.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫре тирпейлесен те пӑсмасть.

Нужно убраться и на рабочем месте.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурне те пухса кӗртсен, ҫӗрулмипе пахча-ҫимӗҫне тӗпсакайне тултарса хурсан, ыраша вырса та ҫапса тирпейлесен, хӗл каҫма вут-шанкӑ хатӗрлесе ҫитерсен, сентябрьте кӑна.

Только в сентябре, когда все убрали, засыпали в подпол картошку и овощи, обмолотили рожь, заготовили дрова на зиму.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Хуртсене тирпейлесен, асатте ман пуҫри питлӗхе хыврӗ те, эпир пӳрте кӗтӗмӗр.

Потом дед снял с меня сетку и пошел в избушку.

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Грушӑсем пирки Нюся инке нимӗн те шарламарӗ, йӗркелӗх тӑвасси ҫинчен темӗн мӑкӑртатса илчӗ, ют ҫынсене чӑрмантарса ҫӳриччен хӑйсене хӑйсем тирпейлесен авантарах пулнӑ пулӗччӗ, терӗ.

Относительно груш тетя Нюся ничего не сказала, а насчет наведения порядка пробурчала что-то невнятное: что-де пускай за собой лучше б смотрели, чем чужих людей беспокоить.

4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

— Ҫурт-йӗр тирпейлесен кӗрсе тухатӑп, — илтӗнчӗ аякран Зинӑн ҫинҫе сасси.

— Как с хатой приберусь, зайду, — тоненько донеслось издали.

2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

— Атьӑр, атьӑр, сӗтел хушшинерех сиксе ларӑр-ха, — терӗ Эпселем, кинӗ сӑра ӑсса кӗрсе сӗтел ҫине тирпейлесен, — канӑҫа пӗлместӗн иккен-ха, Кантюк шӑллӑм, вашлаттарса кӑна ҫӳретӗн.

— Давайте к столу, к столу, — заторопил всех Эпселем бабай, увидев, что сноха уже занесла пиво, — в ты, Кандюк, видать, не даешь себе отдыха, все бегаешь, хлопочешь?

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех