Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейленӗ (тĕпĕ: тирпейлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахӑр кӑшманне тирпейленӗ чухне пулакан пӗтӗмӗшле продукци 7 пин тоннӑпа яхӑн танлашнӑ.

Общий вес побочной продукции переработки сахарной свеклы составил около 7 тысяч тонн.

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ ҫумне хушса памаллисене экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3657253

Учрежденисенче хальхи оборудованисемпе тирпейленӗ территорисем пур.

Учреждения получили современное оборудование и ухоженные территории.

Пушкӑрт кивӗ шкулсене тӗп юсав ирттерессипе лидера тухнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... hn-3658678

Унтан кита ҫыран е пӑр хӗрринче, е тӳрех тинӗсре тирпейленӗ.

Затем киты буксировались к берегу или кромке льда либо разделывались прямо в море.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Хырхӗрри ялне шывпа тивӗҫтерекен тытӑма тӗпрен юсанӑ, Вӑрманхӗрри Чурачӑкри шыв илмелли резервуарсене йӗркене кӗртнӗ — сӑрланӑ, вӗсем патне илсе пыракан ҫулсене тирпейленӗ, хӑпарса анма картлашкасем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Кӑтраланса явӑнса тӑракан ҫӳҫ пайӑркисене тирпейленӗ, йӳнӗ ҫитсӑран ҫӗленӗ кӑвак ҫеҫкеллӗ, кӗске ҫанӑллӑ кӗпине тӳрлеткеленӗ, кӗлесӗр хӗрлӗ туфлийӗ ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ним тума аптранӑ енне алӑкӑн-тепелӗн уткаласа ҫӳрерӗ, паҫӑр ҫеҫ тирпейленӗ вырӑнне тепӗр хут юсама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа та вӑл сӳннӗ вулканне те тасатса тирпейленӗ.

Поэтому он прочистил и потухший вулкан тоже.

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫӗр улмине мӗнпур лаптӑкран 14 процента ҫити пухса тирпейленӗ, тухӑҫ лайӑх – пӗр гектартан 210 центнерпа танлашать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техники ҫӗнелсе пырать – кӑтарту виҫӗ хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/08/chva ... ratj-ktart

Ку пӳлӗме В. П. Чкалов кунта юлашки хут килнӗ чух мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пек тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Пишпӳлекре субботник пулнӑ, унта хутшӑнакансем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паркне тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре черетлӗ субботник иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3353051

Пуҫаруллӑ бюджетпа усӑ курнипе те, уйрӑм ҫынсем тӑрӑшнипе те тасатса тирпейленӗ, илем кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

алӑ ҫинче суран е кӑвакарнӑ вырӑн пулсан, тытнӑ кайӑк-кӗшӗк тушкине тирпейленӗ чухне резина перчетке тӑхӑнмалла: юн ӳте, куҫа, ҫӑвара лекесрен асӑрханмалла, кайӑк ӑш-чикне, тӗк-ҫунатне ҫунтарса ямалла;

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Панулмисене татса тирпейленӗ ӗнтӗ, хӑш-пӗр йывӑҫсен кӑна кӑшт-кашт курӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем чӑх аш-какайне тирпейленӗ предприятинче вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Чи кирлӗ ӗҫ пирки те манман: нумай пулмасть лартнӑ йывӑҫсене тирпейленӗ, тавралӑха пӗлтӗрхи ҫулҫӑран тасатнӑ, арҫынсем пуртӑ тытса хунавсене иртнӗ.

Не забыли и о самой работе: прибрали вокруг недавно посаженных деревьев, очистили округу от прошлогодних листьев, а мужчины с топорами остригли побеги.

Татмӑшра экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34911.html

Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗнче иртнӗ шӑматкун «Атӑл ҫӑлӗ» ҫутҫанталӑк паркне тирпейленӗ.

В прошлую субботу в деревне Татмыши Аликовского района была проведена работа по приведению в порядок природного парка «Атӑк ҫӑлӗ».

Татмӑшра экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34911.html

Ҫӑлкуҫне те маннӑ пуль тесеччӗ те — ҫук, манман, тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

Лектор ҫитрӗ, ӑна хваттер тупса панӑ: зала тирпейленӗ, сӗтел ҫине хӗрлӗ ҫитти сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

8-9-мӗш классенче пӗлӳ пухакансем вара вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк таврашне тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Мучарти аялти масара тирпейленӗ, шкулти пуҫламӑш классене кӗмелли пӑрӑнчӑк хӳмине юсанӑ, Октябрьская урамри ҫула юсаса ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех