Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейле сăмах пирĕн базăра пур.
тирпейле (тĕпĕ: тирпейле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шыв кӳр те чашӑк-тирӗк тирпейле, апат пӗҫер, — ларса канма та ерҫӳ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Пӳртре турӑшӗсем тирпейле.

Иконы держит в красном углу.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Зоя — лайӑх бригадир, кай та яла тракторна тирпейле.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Зинаида Степановна — питӗ тирпейле хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗрене хушшинчи мӑка та хуҫин тирпейле алли ҫав тери меллех ҫавӑра-ҫавӑра чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хавшатас тесен, ӳт-пӗвӗн йывӑрӑшне аллӑ-утмӑл процент «ҫунтарса» ярас пулать, ҫавӑн валли вара, тирпейле тыткаласан, икӗ уйӑхран кая мар е сакӑрвунӑ кун таранах та вӑхӑт кирлӗ пулать.

Для этого надо «сжечь» пятьдесят — шестьдесят процентов его веса, а на это, при разумном расходовании, надо не меньше двух месяцев, а то и восьмидесяти дней.

XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Пирӗн тирпейле, тӑпӑл-тӑпӑл ҫуртра вӑл ӗмӗрех халь ҫеҫ килсе кӗнӗ ҫын пек пурӑнчӗ: е ҫывӑрма вӑхӑт ҫитичченех выртать е кая юлать, тӑрасса та вӑхӑтра тӑмасть; кӑнтӑрлахи апата хӑш чух тухать, хӑш чух тухмасть; каҫпа та хӑш чух апатланать, хӑш чух апатланмасть.

В нашем аккуратном, опрятном доме она вечно жила, как будто только сейчас приехала: вставала и ложилась то поздно, то рано; то выходила, то не выходила к обеду; то ужинала, то не ужинала.

ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Капӑр униформӑсем тӑхӑннӑ мӑнаҫлӑ пахчаҫӑсем вӗсен ҫумӗнчи газонсене тирпейле тытаҫҫӗ.

Чинные садовники в франтоватых униформах подстригали возле них пышные газоны.

Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.

Вӑл цифрӑсене тирпейле ҫырса хуракан Кондрин ҫине пӑхса илчӗ.

Он взглянул на Кондрина, деловито выписывающего цифры.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах хӑйсене тирпейле тытма тӑрӑшни курӑнать: тумӗсем лӳчӗркеннӗ те, ҫапах та вӗсене лайӑх сапланӑ, пурте сухалӗсене хырнӑ, ҫӳҫесене каснӑ.

Но, видно, следили за собой: одежда помятая, однако чиненая, все побриты, подстрижены.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вара Микулая тирпейле пуҫларӗҫ.

Стали собирать Николая.

Пӗр ҫын хай пиччӗшне мӗншӗн пит юратни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Анчах нимӗн тума та ҫук — мана салтака кайма тирпейле пуҫларӗҫ.

Делать было нечего, стали меня собирать.

Пӗр ҫын хай пиччӗшне мӗншӗн пит юратни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑвна кӑштах тирпейле.

Приведешь себя в человеческий вид.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Каютӑна тирпейле.

Убери в каюте.

Вырӑс флочӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

«Тискер кайӑк тытрӑм, Килсенех тӗкне татса тирпейле».

«Убил дичь. Придешь — освежуй».

8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫил-тӑвӑл ҫывхарса килнӗ чухне парӑса пуҫтарса тирпейле, ҫӑвара карса ан тӑр!

Когда буря идет, рифь паруса, не зевай.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫулҫӳревҫӗсем тирпейле пӳлӗмӗсенче вырнаҫрӗҫ.

Путешественники разместились в удобных комнатах.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫавӑн пек ирсӗр пурӑнса, эпӗ хама хам йӑла-йӗрке енчен пӑсӑлман ҫын тесе шутланӑ, ҫемье пурнӑҫӗ енчен илсен те тирпейле пурӑнатӑп тенӗ, мӗншӗн тесен урӑх хӗрарӑмсемпе хутшӑнман; хама эпӗ айӑпсӑр вырӑнне хунӑ, харкашусем пулнишӗн арӑм, унӑн кӑмӑлӗ айӑплӑ тенӗ.

— Хуже же всего было то, что, живя этой скверной жизнью, я воображал, что потому, что я не соблазняюсь другими женщинами, что поэтому я живу честной семейной жизнью, что я нравственный человек и что я ни в чем не виноват, а что если у нас происходят ссоры, то виновата она, ее характер.

XIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Часах виҫҫӗшӗ те Никифор Семенович каютинчи ҫӳллӗ те тирпейле пуҫтарнӑ койка ҫине ларчӗҫ.

Вскоре все трое уже сидели на высокой, аккуратно прибранной койке в каюте Никифора Семеновича.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Асатте тупӑкӗ хыҫӗнчен Женечкӑна ҫӗкленӗ Мотя амӑшӗ, Мотя, Петя тата тирпейле тумланнӑ кӳршӗ пулӑҫсем пыраҫҫӗ.

Гроб провожали Мотина мама с Женечкой на руках, Мотя, Петя и несколько соседей-рыбаков в праздничных костюмах.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех