Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗтме (тĕпĕ: типӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малалла 14—26 °C температурӑпа ферментаци тапхӑрӗ пулса иртет, ҫакӑн хыҫҫӑн тин кӑлпассине тин ятарлӑ камерӑсене типӗтме вырнаҫтараҫҫӗ.

Далее идет этап ферментации при температуре 14—26 °C и только после этого колбаса помещается в специальные камеры для сухого созревания.

Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD

Укҫисене, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫма пуҫланӑскерсене, хӑпӑткаласа, тапак ҫулҫи типӗтме сарнӑ пек, саркаласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл велосипед ҫине утланчӗ те, хӗвел типӗтме ӗлкӗреймен ешӗл курӑк ҫине кукӑр-макӑр йӗрсем хӑварса, ял тӑрӑх вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунсеренех вӑхӑт тупса ешӗл курӑк ҫулать, ӑна пӗчӗк урапапа туртса килсе аслӑк ҫине типӗтме саркаласа хурать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем, ав, тырра кӗлете кӗртиччен малтан шӑналӑксем ҫине типӗтме сарса хураҫҫӗ, кӗлетре теприсем шӑкӑлтатса калаҫни илтӗнет — пушӑ пӳлӗмсене тырӑ хума хатӗрлеҫҫӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр каҫиччен тум-тирне ҫуса типӗтме ӗлкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна тапратма ҫӑмӑл пулмарӗ хӗре, магнето клеммине сӑтӑра-сӑтӑра типӗтме тиврӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ӗҫ тумне типӗтме уйрӑм пӳлӗм туса панӑ халь.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Рауза аппа хӑнана салтӑнтарчӗ, кӑҫаттисемпе алсисене хывса кӑмака ҫине типӗтме хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулма та, акма та, типӗтме те кирлӗ мар — хӑй тӗллӗнех ӳссе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӗнӗ хатӗрсем тырра лайӑхрах тасатма тата типӗтме май парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Канашри элеватора ҫӗнӗ хӑватпа ӗҫлеттерсе ярасшӑн // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0% ... %81%d0%b5/

Асламӑшӗ Кирилӑн пит-куҫне саппунпа шӑлса типӗтме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ульянов ячӗллӗ ял хуҫалӑх предприятийӗ вара уй-хиртен пухса кӗртнӗ тыр-пула аласа типӗтме, пахалӑхлӑ вӑрлӑх хатӗрлеме ятарлӑ оборудовани вырнаҫтарма тӗллев тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Унтан Холков та сӑмса тутри кӑларса куҫне типӗтме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Нумай пулатчӗ хирте сурат-ҫӗмел курманни, ял ҫынни алӑпа тырӑ вырма, кӗлте ҫыхма, тырра картасем туса, салтаксем туса типӗтме манса кайрӗ пуль тесе шутлама та сӑлтав пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Киле ҫитрӗҫ, мӑйӑра типӗтме сарса хучӗҫ.

Дома орехи положили сушиться.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Вӑл, ватӑскер, пирӗн чӑлха-ҫӑпатана типӗтме ӳснӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл вӑхӑтра кӑмӑлӗ питӗ япӑхчӗ Клавӑн, ҫавӑнпа та рабочисене шефа илнӗ совхоза утӑ пуҫтарса типӗтме ярассине пӗлсен, ҫамрӑк хӗрарӑм чӗрери пусӑрӑнчӑк шухӑшсене вӑхӑтлӑха та пулин сирсе ярас ӗмӗтпе уя кайма хаваспах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ҫавӑн пекех вӗсемпе усӑ курса апат е шыв ӑшӑтма та, атӑ-пушмака типӗтме те пулать.

Также с их помощью можно согреть пищу или воду, высушить обувь.

Салтаксем валли — ҫуртасем // С.Петрова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%bc/

Вӑл урай шӑлать, хӑш чухне сӗрсех каять (мунчалине пӑрса типӗтме унӑн вӑйӗ ҫитмест те, кӗтессене, хӑма хушӑкӗсене кӳлленчӗксем юлаҫҫех ҫав).

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех