Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗтесси (тĕпĕ: типӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирвайхи уйӑхӗсенче хӑмла типӗтесси нимӗнех те мар пекчӗ: симӗс хӑмлине стеллаж ҫине сапаласа пӑрах та кӑмакине хутса яр — ытлашши ан типӗтсе яр кӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Епле ырӑ вӑл палаткӑра кӗпе-тумтир типӗтесси, ӑна вӑрманта сумӑр айне пулнӑ ҫын ҫеҫ кирлӗ пек ӑнланма пултарать.

Только тот, кому приходилось быть застигнутым в лесу ненастьем, может понять, какое это наслаждение — раздеться и под навесом палатки просушить свою одежду.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Ҫавна кирпӗчлесе типӗтесси ҫын туман ӗҫ мар, ирӗкрех пурӑнассу килсен, ӳркенессӳ ҫеҫ ан пултӑр.

Потом сформовали из нее кирпичи — хочешь жить, умей вертеться, как говорят.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Атӑла кӑкшӑмпа ӑсса типӗтесси ҫӑмӑлтарах.

Легче Волгу кувшинами вычерпать.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ковёртан калаҫу часах хӑяр тӑварласси тата груша типӗтесси ҫине куҫрӗ.

С ковров быстро съехал разговор на соление огурцов и сушение груш.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗрле ҫырла пуҫтарса компот вӗретесси, хӗл валли ҫӑка чечекӗ тытса типӗтесси, утӑ салатса пуҫтарасси йывӑр ӗҫ мар, ҫав вӑхӑтрах ҫамрӑк ҫын ӗҫе хӑнӑхать.

Вместе собрав ягоды скипятить компот, собрать цветы липы и высушить на зиму, уборка сена не трудная работа, к тому же молодой человек приучается к работе.

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех