Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типнӗ (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр мӑйӑрне те курман эп, — терӗ нимле ӑнлантарайманнипе ҫӑварӗ типнӗ Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрах шутларӗ шӗлтӗртетсе тӑракан типнӗ хут укҫасене.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвакарнӑ армутипе типнӗ хӗвелҫаврӑнӑш туни ҫинчи эрешмен картисем сӳнекен хӗвелӗн юлашки пайӑркисемпе янӑракан хӗлӗх пек ҫуталса выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Санӑн та вӑрлӑху типнӗ пуль-ха…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Типнӗ валемсене пуҫтарса купалас пулать!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мишесем ҫинче типнӗ эрӗм утипе мӑян аврисем кашласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗлимун типнӗ кӑткӑ тӗмине ыталаса илнӗ те туртать кӑна ыйха.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑҫатӑсемпе алсасем ҫӗрӗпе лайӑх типнӗ, халӗ ырӑ ӑшӑ сапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эп сансӑр выҫӑхса ҫитрӗм, — терӗ те арҫын ҫилпе типнӗ тутисемпе арӑмне ӑшшӑн чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗамӑшӗн куҫҫулӗ те тахҫанах типнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫӳп-ҫапа, типнӗ курӑка ҫунтарассинчен асӑрханмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӗле хатӗр пулмалла // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%85e%d0% ... %bb%d0%b0/

Пӗр-пӗр типнӗ ҫӗрӗк тунката ҫине кӑвар пӑрахсан, ҫав тунката ҫинчи вут майӗпен-майӗпен ӳсет.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл талӑк хушши типнӗ хыҫҫӑн пӳлӗм пурӑнма юрӑхлӑ та.

Сутки просушки и жилище готово.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Ҫуркунне, ҫӗршыв типнӗ вӑхӑтра, кӗтмен-туман ҫӗртенех вӑл мана грузовик ҫине лартса хуларан чылай инҫете, темле вӑрман хӗррине, илсе кайрӗ те, ҫамрӑк кӑна улма-ҫырла йывӑҫҫисем хушшинче ятарласа ман валли тунӑ йытӑ вити, вырӑсла каласан конура ҫумне тем тӑршшӗ сӑнчӑрпа кӑкарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Вӑрҫа куҫӗ япӑххипе каяйманскер, халь вӑл Тимушпа Укаҫа аякранах паллама пултарчӗ те, качакине типнӗ армутирен кӑкарса, шӑлаварне тавӑрса, ҫырма урлӑ каҫрӗ, ҫӳллӗ ҫыран хӗррине йӑпӑртатса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вилес умӗн карчӑк, пӗрре Думитру ҫине, тепре Тоня ҫине пӑхса, ҫапла каланӑччӗ, юлашки вӑйне пухса, типнӗ тутисене аран-аран хускатса каланӑччӗ:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла шухӑшласа, шухӑшсемпе асапланса, Прохор Петрович алла пӑчӑкӑ тытать, пуртӑ тытать, сава тытать, суран ҫӗввисене карӑнтарса, типнӗ турат пек хытса ларнӑ шӑмӑсене хускатса, шӑнкӑрч йӑви тума тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӗҫре хуҫӑлнӑ ҫыннӑн сӑн-пичӗ ку, йывӑр ӗҫре типнӗ ҫан-ҫурӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗнӗ хуҫа тимсӗр, чунсӑр пулнӑран пурӑна киле пыл хурчӗсем вилсе пӗтнӗ, улмуҫҫисем хӑра-хӑра типнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫаксем Тамарӑна епле кӑна типнӗ турат евӗр хуҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех