Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типет (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурхи шывпа тулса сарӑлать те ҫу варринче ҫеҫ типет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ-амӑшӗ пачах ятламасть ачасене пушӑ ана ҫинче ҫапла тапӑртатнӑшӑн — ҫӗрулми туни ҫеҫ хӑвӑртрах типет

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫул та типшӗрсе кушӑхать, курӑк та типет

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ӳтӗм типет, ӳтӗм пирчет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ӳтӗм типет, ӳтӗм пирчет, Пурнӑҫ патне таврӑнать!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ӳтӗм типет, ӳтӗм пирчет, Пурнӑҫ патне таврӑнать…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫил-тӑманлӑ хаяр хӗле ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн янкӑр кӑвак тӳпере йӑл-йӑл кулакан хӗвел хӑйӗн ӗмӗрхи ӗҫнех тӑвать: юр ирӗлсе пӗтсен ҫӗр ачашлана-ачашлана типет те, кӗҫех мӗнпур тавралӑх ем-ешӗл ҫӗнӗ тум тӑхӑнать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Капла пулсан ҫӗр часрах типет, вара унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр уйӗсене тепре акма та пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫил-тӑвӑл ҫаврӑнать, хӗвел хӗртет, акнӑ тырӑ, ӳсен курӑк сархайса типет.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ацетонпа хутӑштарнӑ сӑрӑ хӑвӑрт типет, ҫавӑнпа та токарьсен ӗҫӗ вун-вунпилӗк минутран ытла чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ара, сӑлтавӗ те пур-ҫке ун пек калаҫма: тыр-пула акса хӑварни ик эрне ҫитет — пӗрре те ҫумӑр ҫуса кӑтартмарӗ; тӑпра типет те типет.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта кӗркуннехи йӗпе-сапа вӑхӑтӗнче те хӑйӑрлӑ ҫӗр часах типет, ҫулла ҫумӑрсем ҫуман чух та тусан сахал.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кӗҫ ҫанталӑк типет, машинсем чупма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Типет вӑл часах.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пурӑна киле ҫӑл типет, такам тӑшман унта вилӗ йытӑ пуҫӗ пырса чикнӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халӗ часах типет.

Солнце вон как печет, в момент высохнет.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗл, унсӑр Типет, чухӑнланать тӗнче.

Куҫарса пулӑш

XXXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗр ӑс тумлам; вӑл кӗҫ типет.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ман шутпа, нумай кӗтме кирлӗ мар, часах тухас пулать, ҫӗр хӑвӑрт типет, — аллинчи тӑпрана унать хӗрлӗ шӑлаварлӑ Кави старик.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрман вӑрманах ҫав, ял таврашӗнче ҫӗр питӗ майӗпен типет.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех