Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типекен (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ умӗнчех шыв сӑрӑхтарса типекен шурӑ хӑйӑра бульдозер пӗве икӗ еннелле сарса тикӗслет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Анчах юлашки 15-20 ҫул хушшинче юман час-часах хӑракан, чирлесе типекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Шыв утравсене, сӑмсахсене, ҫу вӗҫнелле типекен кампар ӑшӑх вырӑнсене хупласах хунӑ, юхан шывӑн васкавсӑр вӑйӗ юхӑм ҫулӗн ҫурри ҫара хапине тикӗсленӗ — ҫӗкленӗвӗн лӑпкӑ саманчӗ; вӑл вӑрман пикинчен ҫисе-кӳпсе тултарнӑ улӑпла ҫӗлен туса хунӑ тейӗн.

Вода покрыла островки, мысы, огромные высыхающие к концу лета отмели, медлительная сила реки сгладила полуобнаженный остов русла — спокойный момент торжества, делавший лесную красавицу похожей на гигантскую объевшуюся змею.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Яриех уҫнӑ чӳрече витӗр, анчахрах ҫунӑ та халӗ типекен урай ҫине, хӗвел ҫути ӳкет.

Через открытое настежь окно на только что вымытый, подсыхающий пол падает солнечный луч.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫӗр ҫинчи тусене нумайӑшӗ типекен панулми е ҫӗрулми хуппи ҫинче пулакан пӗркеленчӗксемпе танлаштараҫҫӗ.

Многие сравнивают горы на Земле с морщинками, которые образуются на кожуре усыхающего яблока или картофеля.

2. Тусем – сивӗнекен ҫӗрӗн пӗркеленчӗкӗсем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫивитти ҫинче типӗтме сарса хунӑ тӗрлӗ йывӑҫ ҫимӗҫӗсем выртаҫҫӗ; типекен ҫимӗҫсен пылак шӑрши мана Виктор ҫинчен аса илтерчӗ: эпӗ ун патне чупса кӗмессерен, кирек хӑҫан та, ҫак тутлӑ шӑрша туйса илеттӗм.

На крыше в накат сушились фрукты; медовый запах сушки напомнил мне о Викторе: всегда, забегая к нему, я ощущал этот пряный запах.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл тӳп-тӳрӗ ларса, вырӑнтан тапранмасӑр пӗр пек сасӑпа, типекен ҫӳхе тута хӗррисене чӗлхипе ҫулакаласа илсе калаҫать.

Он сидел, выпрямив спину, почти не шевелился и говорил, говорил ровным голосом, облизывая языком пересыхавшие тонкие губы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сахал мар чӳречесен кӗленчисем ванчӗҫ, сахал мар картасем тӳнчӗҫ тата шалчасем ҫинче типекен чӳлмексемпе кӑкшӑмсем ҫӗмрӗлчӗҫ, сахал мар панулми йывӑҫҫисем хуҫӑлчӗҫ, панулмисем тӑкӑнчӗҫ.

Немало стекол побито в хатах, немало повалено плетней и разбито глечиков, сушившихся на частоколах, немало поломано деревьев и сбито яблок.

8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Пробатов киленсе урисене тӑсса хучӗ, типекен тыррӑн мӗн ачаран пӗлекен пылак шӑршине темиҫе минут хушши сывласа выртрӗ.

С наслаждением вытянув ноги, Пробатов несколько минут лежал, вдыхая знакомый с детства бражный запах сохнущего зерна.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Юлашкинчен вара, ҫыруне конверт ӑшне чиксе ҫыпӑҫтарсан, Озеров сӗтел ҫинчи алли ҫине пуҫне усса, чылай вӑхӑт ним шарламасӑр, конверт ҫине ҫырнӑ инҫетри тӑван ҫӗршыв адресӗн пӗр тан типекен саспаллийӗсене тинкерсе ларчӗ…

Запечатав наконец письмо, Озеров долго сидел в глубоком молчании, опустив лоб на подставленную ладонь, и сосредоточенно всматривался в ровные сохнущие строки далекого родного адреса…

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗвелпе типекен симӗс курӑк шӑрши кӗрет, витерен типӗ лаша тислӗкӗн шӑрши сарӑлать.

Пахло вянущей под солнцем муравой, от конюшни несло сухим конским пометом.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

3. Ҫавӑншӑн вӗсем ирхи тӗтре пек, хӑвӑрт типекен сывлӑм пек, йӗтем ҫинчен вӗҫекен хывӑх пек, мӑрьерен тухакан тӗтӗм пек пулӗҫ.

3. За то они будут как утренний туман, как роса, скоро исчезающая, как мякина, свеваемая с гумна, и как дым из трубы.

Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗн тӑвам сана, Иуда? сирӗн сӑваплӑхӑр — ирхи тӗтре пек, хӑвӑрт типекен сывлӑм пек.

что сделаю тебе, Иуда? благочестие ваше, как утренний туман и как роса, скоро исчезающая.

Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех