Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та, лайӑхрах тинкерсен, вӑл чун-чӗреллӗ ҫын пек те мар, манекен пек, унӑн аллисене те электричество вӑйӗ ӗҫлеттернӗ пек сисӗнет.
IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Куҫ умӗнче кӗҫех хӑю пек ансӑр Урпаш шывӗ йӑлтӑртатрӗ, сӑнарах тинкерсен ҫырма ҫумне йӑпшӑннӑ пӗчӗк Автанкасси курӑнса кайрӗ.
16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хитре чечек пек хӗр хӑй ҫине ҫиллессӗн тинкерсен, мулла тӑруках ним калама аптӑраса тӑчӗ, унтан тин: — Эсӗ, кызӑм, кунта-и вара? — тесе хучӗ.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӑрӑнчӑкра, пысӑк ҫулҫӑллӑ тутовина тӗлӗнче, шартах сиксе чарӑнчӗ: лапсака турат хушшинчен тӗлӗнмеллерех, сивлек сасӑ илтӗнет, тимлӗн тинкерсен Джесси хӑйне култаракан тата вӗчӗрхентерекен ҫынна уйӑрса илчӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Аялта, тимлӗн тинкерсен, йывӑрпа пулин те хушӑк-ҫулӑн пӑтрашуллӑ тӗпне уйӑраятӑп; ҫак ҫурӑк улӑпла суха пуҫ йӑранласа тухнӑн сӑнарланать.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Сунарҫӑ пуҫӗ ҫийӗн тата инҫетре, вӑл кирек ӑҫталла тинкерсен те, тропик ҫӑлтӑрӗсем ҫунаҫҫӗ, ҫӗрлелӗхе ӑрӑмлӑ-асамлӑ йӑлкӑшупа тултараҫҫӗ, ҫак йӑлкӑшу ҫӳлелле пӑхма пӗлекен ҫынна питӗ нумай япала пирки евитлет.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Питӗ тимлӗн тинкерсен ҫеҫ вӗсем вӑйсӑррӑн сывланине, мӑйӗсем ҫинче юн тымарӗсем ҫӗклене-ҫӗклене хутланнине асӑрхаятӑн.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн ҫӳҫӗсем тахҫанах ӗнтӗ ачанни пек кӑпӑш мар, вӑл тинкерсен вара, пирӗн Людмила Ильинична та час-часах куҫӗсене тартатчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Чӑн-чӑн британла мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ вӑл ҫак харсӑр чунлӑ ҫеҫенхир ывӑлӗсен кашни хӑйне расна сӑнлӑ кӗре пичӗсем ҫине, вара вӗсенче темиҫе тӗрлӗ раса хутшӑнса кайнинчен — казаксен ушкӑнне сӑнасарах тинкерсен, ку тӳрех куҫа курӑнать — тӗлӗнсех тӗлӗнчӗ: сарӑ ҫӳҫлӗ славянин-казакпа юнашар каснӑ-лартнӑ монгол пит-куҫлӑ ҫын тӑрать; ун умӗнчех, ав, ҫӑхан ҫунатти пек хура ӳтлӗ ҫамрӑк казак, аллине таса мар бинтпа ҫыхса мӑйӗнчен ҫакнӑскер, библире ҫырса кӑтартнӑ пек кӑвак ҫӳҫлӗ патриархпа ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса калаҫать; туя ҫине тайӑннӑ, авалхи казак сӑхманне тӑхӑнса янӑ ҫав патриархӑн юн тымарӗсенче Кавказ тӑрӑхӗнчи ту ҫыннисен тап-таса юнӗ ҫӳренӗ пирки саклат хурса та тупӑшма пулать…
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
- 1