Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимӗрҫӗпе (тĕпĕ: тимӗрҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑлӑх арӑма юратнӑ тимӗрҫӗпе купӑсҫӑн сасси яланхи пек ӑшӑ мар пулни тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫырма урлӑ каҫнӑ чух Евсей Антоныч тимӗрҫӗ лаҫҫине кӗчӗ, машина пайӗсемпе тӑрмашакан механизаторсемпе, тимӗрҫӗпе калаҫрӗ, унтан тарӑхса тухрӗ: пӗр культиватора халӗ те юсаса пӗтермен иккен.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темӗнле карчӑк ман ура ҫине пуссах тимӗрҫӗпе вӑрҫать:

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ, Тукай хуҫа (вӑл «турхан» темерӗ, «хуҫа» терӗ, мӗншӗн тесен ҫармӑс мӑрсипе тата унпа, тимӗрҫӗпе, вӑл чӑн-чӑн хуҫа пек хаклашрӗ-ҫке-ха).

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таркӑн вырӑспа, тарҫӑ вырӑнӗнче ҫын патӗнче ӗҫлекен тимӗрҫӗпе мӗн тӑвать вӑл?

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвна та тимӗрҫӗпе пӗрле тытса кайӑп! — татах кӑшкӑрчӗ стражник.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тимӗрҫӗпе Ҫтаппан пичче сак ҫине юнашар ларчӗҫ те шӑппӑн калаҫма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Тен, Хуракасси пасарӗнче пӗр-пӗр тимӗрҫӗпе поплесе пӑхар? — шухӑш пачӗ Микки.

— А не поговорить ли нам на Хурагасинском базаре с каким-нибудь кузнецом? — предложил Микки.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тимӗрҫӗпе танлаштарсан, вӑл майӗпен, йӑвашшӑн калаҫрӗ, ҫапах та ҫынсем ӑна пӗр пӳлмесӗр итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыран ак тимӗрҫӗпе иккӗн тытӑнатпӑр та каҫчен юсаса та лартатпӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Козак пӗлмӗн пӗр ремесла та пулман: вӑл эрех юхтарнӑ, урапа тунӑ, тар хатӗрленӗ, тимӗрҫӗпе слесарь ӗҫне тунӑ, кунсӑр пуҫне пуҫа ҫухатиччен ӗҫсе ҫинӗ, — вӑл ӗҫнӗ пек ӗҫме пӗр вырӑс ҫынни кӑна пултарать — ҫаксене вӑл пурне те ним те мар тунӑ.

Не было ремесла, которого бы не знал козак: накурить вина, снарядить телегу, намолоть пороху, справить кузнецкую, слесарную работу и, в прибавку к тому, гулять напропалую, пить и бражничать, как только может один русский, — все это было ему по плечу.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Тимӗрҫӗпе Митя айккинелле кайса тӑраҫҫӗ.

Кузнец и Митя отходят в сторону.

35 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Эсир виҫмине тимӗрҫӗпе кивӗ арман патне пырӑр — унта калаҫӑпӑр.

А вы с кузнецом послезавтра на старую мельницу приходите — там поговорим.

34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӗсем ҫатмине те тахҫанах илнӗ, тимӗрҫӗпе те чылай калаҫнӑ, анчах ҫапах тӗттӗмленмен-ха.

Но они давно успели и лист получить и поговорить с кузнецом, а всё еще не темнело.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Вӑл хӑйӗн хуҫине, тимӗрҫӗпе, урапапа килчӗ.

Приехал на телеге с кузнецом, у которого работал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ку леш хайхи, тимӗрҫӗпе калаҫаканни пулчӗ, вӑл, кӗнекере ҫырнӑ чӗлхепе ӑста калаҫма пӗлекенскер, майра патшапа, юриех тенӗ пек, мужик пек ялти чӗлхепе калаҫнине илтсен, тимӗрҫӗ тӗлӗнсех кайрӗ.

Который разговаривал с кузнецом, и кузнец удивился, слыша, что этот запорожец, зная так хорошо грамотный язык, говорит с царицею, как будто нарочно, самым грубым, обыкновенно называемым мужицким наречием.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тарпа чӑм шыва ӳкнӗ ҫынсем ҫапах та пӗр сиккелемесӗр, ватӑ тимӗрҫӗпе Островнов хушшинчи кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ тавлашӑва шарламасӑр та тимлӗн итлесе, ҫакӑнта темскер каласа пӗтерменни, аван марри пуррине туйса лараҫҫӗ…

Однако мокрые от пота люди сидели не шевелясь, молча и напряженно следя за неожиданно вспыхнувшим словесным поединком между старым кузнецом и Островновым, чувствуя, что за всем этим кроется что-то недосказанное, тяжелое, темное…

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Паян тимӗрҫӗпе калаҫса татӑлтӑмӑр.

— Сегодня договорились с кузнецом.

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Виҫҫӗмӗш бригадӑн бригадирӗ, шатра питлӗ Агафон Дубцов тата Аркашка Менок кӗтесре хуторти пӗртен пӗр тимӗрҫӗпе, Ипполит Шалыйпа, тем пирки тавлашаҫҫӗ.

Бригадир третьей бригады рябой Агафон Дубцов и Аркашка Менок о чем-то спорили в углу с единственным в хуторе кузнецом, Ипполитом Шалым.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех