Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлӗрех (тĕпĕ: тимлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара мана таҫтан полонез кӗвви илтӗнсе кайнӑ пек туйӑнчӗ, анчах тимлӗрех итлесе пӑхрӑм та таврара нимӗнле музыка та ҫуккине ҫийӗнчех чухласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫапах та муниципаллӑ пӗрлӗхсен пуҫлӑхӗсене хӑш-пӗр проект, вӗсем валли укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ пулсан та, пӗлтӗр пурнӑҫланмасӑр юлни ҫине тимлӗрех пӑхмаллине тепӗр хут аса илтерсе хӑварас тетӗп.

Но хотел бы еще раз обратить внимание глав муниципальных образований на то, что при наличии финансирования некоторые проекты так и не были реализованы в прошлом году.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Литература вещанийӗ уйрӑмах сатирӑпа юмор передачисене йӗркелес тата писательсен публицистикӑлла статйисене радио тӑрӑх парас тӗлӗшпе тимлӗрех ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Коммунистсен партийӗн идеологи ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ решенийӗсене пурнӑҫласа, республикӑри радиовещани хӑйӗн ӗҫне чылай лайӑхлатрӗ, политикӑллӑ информаци, коммунизм строительствинчи малта пыракан опыта пропагандӑлас, литературӑпа искусствӑн паха ҫитӗнӗвӗсемпе халӑха паллаштарас тӗлӗшпе тимлӗрех ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Тимлӗрех пӑхрӑм та — ҫӗлен!

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Тимлӗрех пӑхрӗ те — ҫӳлти малти шӑлӗ ҫурри кӑна.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫутӑ костюм тӑхӑннӑ ҫын манӑн экзамена кӗме ирӗк паракан документа малтан чӗнмесӗр пӑхрӗ те унтан тӑруках: «Итле-ха, эсӗ кунта йӑнӑшпа килнӗ. Пӑх-ха документна тимлӗрех. Унта экзамен ӑҫта пулни паллӑ. Адресне те кӑтартнӑ. Ак ҫак вырӑнта ҫырнӑ, куратӑн-и?» — тет тӗллесе кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

— Эсӗ ан васка, тимлӗрех пул, — вӗрентет юлташне Лена.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Малтан тимлӗрех шутламалла пулнӑ, туса лартнӑ ҫурта пӑсса ҫӗнӗрен купаламаҫҫӗ вӗт! — кӑшкӑрса тӑкать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Юнашар ҫуртра вӑй хуракан ҫамрӑксенчен пысӑкрах ҫитӗнӳ тӑвас тата ӑсталӑх кӑтартас пирки тимлӗрех тӑрӑшмалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тархасшӑн, тимлӗрех сӑнаса пӑхӑр.

Всмотритесь внимательней!

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Завьялов тата тимлӗрех итлеме хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Историн пӗр пайне упраса хӑварни питӗ пӗлтерӗшлӗ, ҫавӑнпа та мемориала хӳтӗлес тата хисеплӗ хурал тытса пырас енӗпе ӗҫсем иртӗҫ, ҫитӗннисене ҫеҫ мар, ҫитӗнекен ӑрӑва та тимлӗрех пӑхтарӗҫ.

Очень важно сохранять частички истории, поэтому будут проводиться работы по облагораживанию мемориала и несение почётного караула, чтобы привлечь внимание не только взрослых, но и подрастающего поколения.

Пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв историйӗ илӗртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... et-3434082

Тимлӗрех пулӑр!

Будьте внимательны!

Михайловкӑри вӑтам шкулта ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен профилактики енӗпе калаҫу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rn-3423127

Тимлӗрех пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ӑнӑҫсӑрлӑх ҫирӗп кӑмӑллӑ художника тахҫанхинчен те тимлӗрех ӗҫлеме хистет, ҫемҫешкесене вара ӳсӗм патне ҫитмелли кӗске, ҫӑмӑл ҫул шырама тӗртет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципаллӑ округсен ертӳҫисене тимлӗрех пулмаллине, ял халӑхне йӗркепе паллаштармаллине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

— Вӑл зал ҫинелле тимлӗрех пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Тӗнчере пулса иртекен пӑтӑрмахсем пире тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ С.Н.Кокарев хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе иртнӗ ҫул республикӑра сиксе тухнӑ инкек-синкексем пирки чарӑнса тӑчӗ, ӗҫ вӑхӑтӗнче пурне те тимлӗрех пулма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех