Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлет (тĕпĕ: тимле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунти халӑх пахчаҫимӗҫ, ытларах вӑрлӑхлӑх сухан (севок) ҫитӗнтерес енӗпе тимлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d1%8 ... %bb%d3%91/

Вӑл кунта хуҫалӑх тата обществӑпа политика управленийӗн органӗсене туса хурас тесе нумай тимлет.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ // Валентина Шингалова. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Хальхи вӑхӑтра «Фильтр21» ТМЯО управляющи компани ОЭЗ аталанӑвӗн территорине тата малашлӑх планне туса хатӗрлессипе тимлет.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонин резиденчӗсемпе пӗрремӗш килӗшӳсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/18/n-sh ... idenchesem

Ҫакна кура строительсен ушкӑнӗ хальхи вӑхӑтра сехет ҫине пӑхмасӑр шанса панӑ яваплӑ ӗҫре тимлет, тулли кунӑн кашни саманчӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑт хӗрӳ ӗҫре иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%b2a%d1% ... %b5%d1%82/

Светлана Васильевна шкул пурнӑҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртес енӗпе нумай тимлет.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

«Победа» ял хуҫалӑх кооперативӗ выльӑх-чӗрлӗх валли кашни ҫулах ҫителӗклӗ апат хатӗрлесе хӑварас тесе тимлет.

Куҫарса пулӑш

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

Хальхи вӑхӑтра Шпаков хресчен-фермер хуҫалӑхӗ купӑстан кая юлса ҫитӗнекен «Муксума» сортне лартассипе тимлет.

Куҫарса пулӑш

Шпаковсем купӑста лартма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... 85%d0%bda/

Заводра 750 ытла ҫын тимлет.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Чӑваш Енри сыватмӑшсенчен 76 проценчӗ ку проектпа тимлет.

Куҫарса пулӑш

Паха сиплев пулмалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60567

Мӗншӗн тесен ял ҫынни паянхи уяв кунӗ те хӗрӳ ӗҫре пуҫаруллӑ пулнипе палӑрать — вӑл пулас тыр-пул никӗсне хывассинче тимлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Хӗҫ-пӑшал, снарядсем, патронсем, сирпӗнекен хатӗрсем – вӗсене тупса палӑртассипе тимлет те тӑватӑ ураллӑ тус.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Вӗсенче 506 педагогика ӗҫченӗ тимлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк педагогсем канашларӗҫ // Оксана СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12491-ca ... anashlar-c

Округ территорийӗнче 18 юридика сӑпачӗпе уйрӑм предприниматель сӗт пухассипе тимлет.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Асӑннӑ организаци ятарлӑ ҫи-пуҫ (спецодежда) ҫӗлес енӗпе тимлет.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Пурис пытанса, вӑрттӑн сӑнаса тӑракан чӑтлӑх еннелле куҫне чалтӑртатсах, анчах пӗр сиктермесӗр тимлет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хутран-ситрен чарӑнса та тӑрать — сасӑ куҫӑмне тимлет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫчен ертӳҫӗ хурт-хӑмӑр продукчӗсене туса илессипе хастар тимлет.

Работник активно занимается производством продуктов пчеловодства.

Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi

Чӑваш енре кӑна 300 енне ҫын кадастр ӗҫӗсемпе тимлет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫӗ ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Екатерина КАРПЕЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11107-c- ... p-lter-shl

Каласа хӑварас килет, кил хуҫи Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чие ҫитӗнтерессипе 30 ҫул енне тимлет.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Пурӗ агрофирмӑра 37 ҫын тимлет, кашниех хуҫалӑх аталанӑвне хӑйӗн тӳпине хывать.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех