Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлерӗҫ (тĕпĕ: тимле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ ҫамрӑк ҫын ут туртайми ӗҫе кӳлӗнчӗҫ, кунӗн-ҫӗрӗн лӑш курми тимлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пуринчен ытла кил хуҫипе арӑмӗ тимлерӗҫ

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хваттерсене, ҫуртсене ҫутӑ, ӑшӑ, шыв ҫитерес тӗлӗшпе МЧС сотрудникӗсем, вӑрман ӗҫченӗсем, ытти службӑсем те тимлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Пӗр-пӗр ҫутӑ ялтлатнине витӗр курасшӑн пулса, мӗнле те пулин шанчӑксӑр чӑштӑртатӑва илтмесӗр юласран хӑраса, вӗсем ҫав тери хытӑ тимлерӗҫ.

Они напрягали зрение и слух, чтобы не пропустить какого-нибудь подозрительного шороха и увидеть малейший проблеск света.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Казаксен пысӑк мар ушкӑнӗ, съездра тухса калаҫнӑ 44-мӗш полк делегачӗпе ытти хӑш-пӗр ҫынсем ертсе пыраканскер, хирӗҫӗве ҫар правительствипе мирлӗн калаҫса татса парас пирки ҫине тӑчӗ, анчах съезда пынисенчен чылайӑшӗ халь ҫак сӗнӳпе килӗшмерӗҫ; Каледин хӑйсене арестлеме хушса ҫырнӑ приказа итленӗ хыҫҫӑн казаксем чӑтма ҫук тарӑхса кайрӗҫ, Новочеркасска хирӗҫ активлӑн кӗрешес пирки тимлерӗҫ.

Незначительная часть казаков, руководимая выступавшим делегатом 44-го полка и другими, продолжала настаивать на мирном улаживании конфликта с войсковым правительством, но большинство присутствовавших на съезде уже не поддерживало их; казаки взбугрились, выслушав приказ Каледина об их аресте, — настаивали на активном противодействии Новочеркасску.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех