Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлеме (тĕпĕ: тимле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна ҫул ҫитмен ачасем хутшӑннипе пулакан аварисене чакарас ыйтӑва анлӑ общественность тимлеме чӗнсе каланӑ, пӗлтернӗ хӑйӗн телеграм-каналӗнче Пушкӑрт Патшалӑх тӗп автоинспекторӗ Владимир Севастьянов.

Она призвана привлечь внимание широкой общественности к проблеме снижения аварийности с участием несовершеннолетних, сообщил в своем телеграм-канале главный госавтоинспектор Башкирии Владимир Севастьянов.

Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3444651

Сентябрӗн 7-мӗшӗнче сывлӑша варалас ыйтупа тӗнчери мӗнпур ҫӗршывсене тимлеме палӑртнӑ.

Памятная дата 7 сентября призвана обратить внимание всех стран мира на проблему загрязнения воздуха.

Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... an-3425341

Ҫак тапхӑр япала туянма, сывлӑха тимлеме, сипленме ӑнӑҫлӑ.

Удачный период для покупок, заботы о состоянии здоровья, лечения.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку вӑхӑта пӳлӗмсене хӑтлӑх кӗртессипе тимлеме пуҫланӑ, ҫурт тӑррине витеҫҫӗ, канализаци тытӑмне тӗпрен улӑштараҫҫӗ, электричество ҫутипе тивӗҫтерес тытӑмра монтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Ларкаларӗ вӑл ҫапла, сывлавӗ тамалансан тин доска ҫинче ҫырнӑ сочинени темисене тимлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Мартӑн 2-мӗшӗнче те, акӑ, ДНД кунӗнче, Тав хучӗсемпе чыслани, хисеп туни малашне маттуртарах тимлеме хистет, - халӑх дружинин ыйтӑвӗсене манманнишӗн тав тӑвать ушкӑн командирӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

«Хам кунта тимлеме тытӑннӑранпа аслӑ шкул хыҫҫӑн хуҫалӑха, шел те, килекен пулмарӗ», - терӗ вӑл студентсене хӑйсем патне йыхравласа.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

Пур ӗҫре те пӗрле тимлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

1967 ҫултан тытӑнса 33 ҫул хушши ун директорӗнче манӑн тимлеме тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Ҫӑлтӑрсем сывлӑха ҫине тӑрса тимлеме сӗнеҫҫӗ.

Звезды настоятельно советуют позаботиться о своём здоровье.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малашнехи пурнӑҫра тӗрлӗ ӗҫсенче, должноҫсенче тимлеме лекнӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Ҫакӑ отделочниксене анлӑн тимлеме май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Сесси участникӗсем чи малтанах республикӑна мӗнле кадрсем кирлине уҫӑмлӑ палӑртма, профильлӗ организацисемпе таччӑн ҫыхӑнура тимлеме, отрасле ҫамрӑксене ытларах явӑҫтарма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Ачасене пӗлӳ парас енӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене сарасси, районти вӑл е ку учителӗн паха опычӗсемпе паллаштарасси, предметсене вӗрентнӗ чухне темӑсене туллин уҫса парса ачасем патне пуриншӗн те ӑнланмалла илсе ҫитересси тата ытти нумай ыйтупа тимлеме тивет.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Ун чухне сывлӑха тимлеме те ан манӑр.

В эти сутки нужно больше внимания обращать на свое здоровье.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрне хӑвӑра пӑхма, сывлӑха тимлеме лайӑх тапхӑр.

Лучше всего в это время заняться собой, своим физическим и душевным здоровьем.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кайран Мускав облаҫӗнче, Чехов хулинчи 1-мӗш район пульницин тӗп тухтӑрӗнче тимлеме тытӑннӑччӗ.

Потом он проработал в Московской области в должности главного врача 1-й Чеховской районной больницы.

Министр ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32220.html

Хайхи, хӑйсене каччӑсем тимлеме пӑрахнине курсан, хӗрсем юрӑ картинчен саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка пирвай ӑна, аван мар тесе, итлекелерӗ, кайран ҫынни ку хӑй тӗллӗн те калаҫма пултарнине ӑнланчӗ те тимлеме пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑмӑршӑ район больницин ача ҫураттаракан ҫуртӗнче тимлеме пуҫланӑ вӑл.

Она стала трудиться в родильном доме Шемуршинской районной больницы.

Ҫынна пурнӑҫ парнелекен вӑрӑм ӗмӗрлӗ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=890&text=news-publikacii

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех