Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тиет (тĕпĕ: тие) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ледокол пырать те хатӗрлесе хунӑ тирсемпе ҫӑва тиет, унтан тюленьсем выртакан тепӗр вырӑн патнелле каять.

Приходит ледокол, грузит добычу и идет к следующей залежке.

Тюлень тытма ледоколпа кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Халӗ силоса, сенажа техника тиет, кормораздадчик апата хӑйех валеҫет.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Лачакана путнӑ урапа патне чи малтан вӑл чупса пырать, кустӑрмасене кӑларать; ашаксем ҫине тиет тата тиеве пушатать.

Он первым подскакивал к завязшей в грязи повозке, вытаскивая колеса; помогал вьючить и развьючивать ослов.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫав вӑхӑтрах вӑл улма-ҫырлапа фарфор, выльӑх, техӗмлӗ япаласем, чей, табак, кофе, пурҫӑн, хаклӑ йышши йывӑҫ — сандалпа пальма, хура йывӑҫ — хапӑлласах тиет.

Но он охотно грузил фрукты, фарфор, животных, пряности, чай, табак, кофе, шелк, ценные породы деревьев: черное, сандал, пальму.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пурне те Чжан Фу-ин ҫине тиет, хӑй яланах таса юлать.

Все сваливает на Чжан Фу-ина, а сам всегда в стороне.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Такам каланӑ: пӑрахутсем татах Севастополе каяҫҫӗ, халь вара Закавказьере пулнӑ пехотӑна тиет тесе.

Кто-то сказал, что караван снова идет на Севастополь и сейчас принимает закавказскую пехоту.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Нюся инке хӑй паҫӑрах ӗнтӗ берданкине, кӑвак пиншакне хывса пӑрахнӑ, майка вӗҫҫӗнех груша тултарнӑ корзинӑсене икӗ кустӑрмаллӑ урапа ҫине тиет.

Сама тетя Нюся давно уже отложила в сторону берданку и, сняв синюю тужурку, в одной майке грузила корзины на двуколку.

5 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

«Улталать ӑна ку Девяткина, унӑн пуҫне ҫавӑрасшӑн», пӑшӑрханчӗ вӑл, вырӑн ҫине выртнӑ май, сасартӑк ун куҫӗ умне ҫакӑн пек сӑнсем курӑнчӗҫ: акӑ амӑшӗ килти ӑпӑр-тапӑра лав ҫине тиет, чӳречисене хӑмапа ҫапса лартать, алӑка ҫӑрапа питӗрет, вӗсем вара пӗтӗм ҫемйипех Стожара пӑрахса тухса каяҫҫӗ.

«Сманит ее эта Девяткина, вскружит ей голову», — с тревогой подумал он, ложась в постель, и вдруг ему представилось, как мать грузит на телегу домашний скарб, заколачивает окна, вешает замок на калитку и они всей семьей покидают Стожары.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ятарлӑ ушкӑн урамри вилесене пуҫтарса ҫав машина ҫине тиет.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ӳсен-тӑрана апатлантарас, нӳрӗк тытас тӗлӗшпе Р.Айметов, Г.Жирнов, Л.Сусметов, В.Анисимов, Л.Головин, С.Елисеев механизаторсем тӑрӑшаҫҫӗ, Е.Никитин удобрени тиет.

Куҫарса пулӑш

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех