Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тиесен (тĕпĕ: тие) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Станцине каякан лавсем ҫине Хумкка мучи тулли михӗсем тиесен, самаях савӑнчӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсене йӑта-йӑта урапа ҫине тиесен, каллех выльӑх-чӗрлӗх урамне кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кирек мӗнле ҫулпа та, кирек мӗн чухлӗ тиесен те туртать.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аслӑ ачам мӗн чухлӗ тиесен те туртакан лаша пек ӗҫченччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Заводра кирлӗ тӳлев формальноҫӗсене саккунланӑ хыҫҫӑн япаласене туянса машини ҫине тиесен, столовӑйра кӑнтӑр апачӗ турӗ те каялла ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тиесен ҫӗр метр та каяймарӑм, гаишник ҫулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Вӗсем, асаплана-асаплана ӗнипе пӑрӑвне урапа ҫине тиесен, Ҫтаппан сарай кӗтессинче тӑракан тимӗр кӗреҫене илчӗ те: — Кайрӑмӑр, кум! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Плащ тӑхӑннӑ улшуҫӗ сутма илсе тухакан лашасене тӑратакан вырӑна ҫитсенех: — Эй, ырӑ ҫынсем! Кама лайӑх лаша кирлӗ, кунта килӗр! Лав ҫине ҫӗр пӑт тиесен те нӑх тумасӑр туртать! Чупасса ҫилҫунат пек пырать. Йӳнех паратӑп! Килӗр! Килӗр! Именсе ан тӑрӑр! — тесе ҫынсене йыхӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл тунӑ усал ӗҫсене урапа ҫине тиесен вунӑ лаша вырӑнтан хускатаймӗ.

Ее злые дела, что она натворила, десять лошадей с места не сдвинут.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ут туртаймасть йывӑр та ай тиесен, Чун тӳсеймест йывӑр сӑмах илтсен.

Тяжелый воз коню не одолеть, От горьких слов как сердцу не болеть?

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Туй кучченеҫне тиесен вӗсем ҫула тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Айван ӗҫре васкакан лаша мар, анчах темӗнле йывӑр тиесен те, лавне кирлӗ ҫӗре илсе ҫитеретех.

Айван хоть и не больно ретивый конь, зато работяга безответный. Что ни навали — все прет.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗҫпӑшала лав ҫине тиесен, Казаковпа пӗчӗк ача полицейскисене стройпа йӗркеленсе тӑма хушнӑ та, вӗсене ялтан илсе тухса лагерь еннелле хӑваласа кайнӑ.

Погрузив оружие на подводу, Казаков и мальчуган приказали полицейским выстроиться и повели их из деревни по направлению к лагерю.

Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пӗрремӗш майӗ: мула тиесен, эпир сире карап ҫине таврӑнма ирӗк паратпӑр, эпӗ сире ӑҫта та пулин ҫырана тӗрӗс — чӗррӗнех, антарса хӑварап тесе, чӑн сӑмаха паратӑп.

Выход первый: погрузив сокровища, мы позволяем вам вернуться на корабль, и я даю вам честное слово, что высажу вас где-нибудь на берег в целости.

XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пайӑн-пайӑн уйӑрнӑ самолетсене тавар вагонӗсем ҫине тиесен, кӗҫӗн Фролищев шухӑша кайнӑ.

После того как разобранные машины погрузили в товарный поезд, младший Фролищев задумался.

Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Беридзе ҫине темӗн чухлӗ ӗҫ тиесен те, вӑл аптраса ӳкмест.

Но сколько бы забот и хлопот ни сваливалось на голову Беридзе, он не терялся.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Алексей Алексаныч, япалӑрсене тиесен, хӑй шӑнкӑравласса кӗтме хушрӗ, — пӗлтерчӗ шофер.

— Алексей Алексаныч наказал погрузиться и ждать его звонка, — сообщил шофер.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тата нумайрах тиесен вӑл путса анма та пултарать.

И если еще больше нагружать, он может затонуть.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Енчен те карап ҫине тавар ытларах тиесен, вӑл шыва тарӑнрах анать, вара унӑн ишес хӑвачӗ чакать.

Если корабль нагружать сверх положенного, он будет все больше садиться в воду, утрачивая постепенно свой запас плавучести.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тавар тиесен карап шыва тарӑнарах анать, ҫав тарӑнӑша борт хӗррине шурӑ йӗр туртса паллӑ тӑваҫҫӗ.

При этом он опускается в воду на определенную глубину, отмеченную обычно белой полосой вдоль бортов.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех