Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тиесе (тĕпĕ: тие) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1670-мӗш ҫулсенчен пуҫласа Грассмаркет таварсене пушатса тиемелли пункт пек пулса тӑнӑ, усламҫӑсем унта таварсене пушатнӑ та малалла урапасем ҫине тиесе хула хӳмисемпе хӳтӗленнӗ пая турттарнӑ.

С 1670-х годов Грассмаркет стал в первую очередь транзитным пунктом, где торговцы выгружали товары, прежде чем везти их далее на тачках в город, находящийся в пределах городских стен.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

Штатран тиесе тухакан тӗп культурӑсен шутне кардамон, импӗр, апельсин, панулми, чей тата орхидея кӗреҫҫӗ.

Основными культурами, вывозимыми из штата, являются кардамон, имбирь, апельсины, яблоки, чай и орхидеи.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ыран ҫӗр улми тиесе станцине каякан машин ҫине хӑпарса лар та малтанхи вырӑна пыр.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Лашасемпе тиенсех кайрӗҫ вӗсем унта, лашисене тӑрантма пилӗк-ултӑ эрнелӗх утӑ тиесе, хӑйсем валли те хутаҫсене ҫимелли тултарса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫак аслӑ уяв кунӗ эпир хамӑрӑн парнесене тиесе станцине леҫетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗркунне хирти ӗҫсем пӗтсен, тӑватшар-пилӗкшер лашапа колхоз кӗлечӗсенчен тырӑ тиесе хӑйсен пӳлмисене пушататчӗҫ колхоз ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑр суранлисене хӑвӑрт пуҫтартӑмӑр та, нимӗҫ машини ҫине тиесе, хамӑрӑннисем патне васкарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакӑнти пӗр ушкӑна Тӑмпай ялне тиесе кайрӗ те ӗнтӗ ҫирӗм лавпа килнӗ Хумкка мучи.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яланхи пекех, Костьӑпа Емелька йывӑр япаласене тиесе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аран-аран тиесе пӗтертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Хӗвел виҫӗ йӑмра ҫӳллӗшне юлнӑ тӗле лава тиесе пӗтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Васкаса-чупса тӗрмешнӗрен йӗп-йӗпе тара ӳкрӗм, каҫчен тиесе пӗтермелле, ҫула тухмалла-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӗр кунхине Михаҫ вӑрӑм прицеплӑ пилӗк автомашинӑпа кирпӗч те вак чул, цемент тиесе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Шӑвӑҫ тиесе килеҫҫӗ-тӗк, пулать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тракторпа сӗтӗрсе тухнӑ йывӑҫа виҫсе йышӑнмалла унӑн, автомашинӑпа мӗн чухлӗ тиесе кайнине шута илмелле.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗлтесене тиесе пӗтерчӗҫ те тӳрех Йӗрӗх ҫырми урлӑ кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан пӗтӗмпех, пӗр пӗрчӗ юлми районти элеватора леҫме хушрӗ, вӑрлӑхӑн пӗр пайне те тиесе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Виҫҫӗн лава тиесе пӗтерчӗҫ, ҫул ҫине сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулланнӑ арҫын утӑ тиесе килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пысӑк магазин алӑкӗ умӗнче аула тӗрлӗрен таварсем тиесе килнӗ грузовик тӑрать.

У дверей большого магазина стоял грузовик, привезший в аул всевозможные товары.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех