Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тиенӗ (тĕпĕ: тиен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинӗспе ҫӳреме чӑрмантарман чухлӗ тӗрлӗ техӗмлӗх тиенӗ хыҫҫӑн 1521 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче «Виктория» каялла ҫула тухнӑ.

Загрузив пряностей ровно столько, чтобы они не мешали мореходности судна, 21 декабря 1521 года «Виктория» отправилась в обратный путь.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Паян Вӑрнар муниципалӑ округӗнче Кивкассипе Пуканкасси ялӗсен хушшинче апат-ҫимӗҫ тиенӗ Газель аварие лекнӗ.

Сегодня в Вурнарском муниципальном округе между деревнями Кивкасы и Пуканкасы в аварию попала Газель, перевозящая продукты питания.

Апат-ҫимӗҫ турттаракан Газель кювета чӑмса ҫаврӑнса ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37766.html

Кумертауран маслоэкстракци предприятийӗ Европӑна хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗ 25,9 пин тонна таякан 356 партие тиенӗ.

Маслоэкстракционное предприятие из Кумертау отгрузило в Европу 356 партий подсолнечного шрота весом около 25,9 тысячи тонн.

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ ҫумне хушса памаллисене экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3657253

Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн регионти управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 650 чугун ҫул вагонне апат-ҫимӗҫ ҫумне хушса памалли тиенӗ.

В общей сложности, отгружено 650 железнодорожных вагонов с ценными кормовыми добавками, сообщили в пресс-службе управления Россельхознадзора по региону.

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ ҫумне хушса памаллисене экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3657253

Кивӗ ҫӑпата ҫине курӑк тиенӗ те туртса пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вӗр-ҫӗнӗ танккӑсем, тупӑсем тиенӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Бомбӑсем ҫурӑлнине пӑхмасӑр патронпа снаряд тиенӗ лавсем ҫырма хӗррипе малалла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ар урамӗнчен тӗрлӗ япала ҫыххисем тиенӗ урапасем сӑрталла хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ йывӑҫ тиенӗ ҫӗрте ӗҫлекенсем те курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир Коля тетепе тиенӗ утта яла илсе тухатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

— Унччен, шыв ӗҫес килнӗ чух, ниме пӑхмасӑр тиенӗ лавпах ҫырмана анса васкамасӑр ӗҫсе тӑма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пасара е пӗр-пӗр ӗҫпе васкакансем, тӑрантаслӑ-кӳмеллӗ урапасем, михӗ тиенӗ лавсем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Строительство материалӗсем тиенӗ ҫакӑнса тӑракан вагонеткӑсенчен тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Куҫ тӗлне татах стройкӑна кӗрсе сӳремелли алӑк, хуралҫӑ будки, территорири груз тиенӗ автомашинӑсем тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аялта, аякра-аякра бинокле тепӗр май ҫавӑрса пӑхнӑн, кирпӗч тиенӗ пӗчӗк курӑнакан автомашинӑна, такам умӗнче сылтӑм аллине карттус сӑмси тӗлне тытнӑ хуралҫӑ старике асӑрхасан, хӗр тин хӑй тивӗҫлӗ мар хӑтланнине ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройкӑна тӗрлӗ материал тиенӗ автомашинӑсем килсех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анютӑна вӑл нимӗн калама та ӗлкӗреймерӗ, станцие тавар тиенӗ пуйӑс ҫитсе кӗчӗ те чарӑнмасӑрах кӗрлесе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле тинех шӑтӑкран тухса тӑчӗ, капанпа юнашар утӑ тиенӗ ҫунашка ларнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче вӗсене лашисем-мӗнӗпех баржӑсем ҫине тиенӗ те казаксен тунсӑхлӑ юррисене юрла-юрла Каспи урлӑ ишсе каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта хутшӑнакансем тиенӗ урапа та туртӗҫ, картлӑ кӗвенте йӑтса чупӗҫ тата ытти хаваслӑ ӑмӑртусенче тупӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗмӗрсем, килсе курсамӑр уява! // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/419-e ... am-r-uyava

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех