Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тие сăмах пирĕн базăра пур.
тие (тĕпĕ: тие) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗнтӗ урапа ҫине ман вӑрлӑха тие! — хушрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Чи малтан хаклӑ тир тие.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑв тие, вӑрӑ-хурах! — тесе хӑварчӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хуть те пуслӑхпа тие».

Хоть возом вези.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ҫук, эсӗ ӑна итле, тӳрех ун ҫине ан тие.

— Нет, ты его слушай, сразу на него не наваливай.

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Кӗлеткине ан пӑх эсӗ, ӗҫпе ҫавӑн пек пулнӑ вӑл, — тенӗ вӑл — лав ҫине хӗрӗх пӑт тие те, юрласа ҫеҫ пыр!

— Ты на туловище не смотри, он от работы такой, — сказал он, — загрузи на подводу сорок пудов, и езжай себе припиваючи!

Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.

Мӗнпур япаласене тие те хресченсен союзне турттарса кай.

Складывай все эти вещи в сани да вези в крестьянский союз.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Атя, тие те вуттуна каялла — марш килнелле!

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Завод вӑл урӑх япала: машинӑсемпе станоксене салатса, платформа ҫине тие те — Инҫетри Хӗвелтухӑҫнех вӗҫтер.

Завод — дело иное: машины, станки разобрал, на платформу и — айда хоть на Дальний Восток.

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Халӗ ун ҫине тие ҫеҫ, темле лава та туртӗ, — килӗшрӗ Залкинд.

Теперь на него только нагружай, повезет любой воз, — согласился Залкинд.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тие кӑна! — кӑшкӑрчӗ Трубачев:

Накладывай! — разыгрался Трубачев.

9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Хуралҫӑсем вӗсен отрядне е разведкине асӑрхас пулсан, графиньӑсене ҫуна ҫине тие, хӑвӑр утсем ҫине ларӑр, вара вӗҫтерӗр мӗн пур вӑйпа Сосновкӑна, тӳп-тӳрех, вӑрман пручакӗпе.

Ежели постовые отряд ихний приметят или разведку, так сажай графинь в сани, сами на коней и жарьте во весь дух в Сосновку напрямик по лесной просеке.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Палӑка хатӗрлеме укҫа-тенкӗ енчен пулӑшакансене, «Колос» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑн генеральнӑй директорне А.Л.Станкевича тав сӑмахӗсем калатпӑр, мероприя тие хатӗрлекенсене икӗ хут тав.

Куҫарса пулӑш

Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

— Япалисене машина ҫине тие, хӑвӑртрах!

— Перенеси вещи, да живее!

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗҫтер, кил хуҫи, лавсем ҫине тие те, кайса пар!

Давай, хозяин, грузи на телегу и вези!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ, юлташ, кирлӗ-кирлӗ мара ман ҫине ан тие!

Ты, товарищ, на меня напраслину не взводи!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

39. Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, ӑна сана сутсассӑн, эсӗ ун ҫине чура ӗҫне ан тие; 40. вӑл сан патӑнта тара тытнӑ ҫын пек, пырса вырӑнаҫнӑ ҫын пек пурӑнтӑр; юбилей ҫулӗ ҫитиччен сан патӑнта ӗҫлесе тӑтӑр, 41. юбилей ҫулӗнче вара хӑй те, унпа пӗрле ачисем те сан патӑнтан кайччӑр, вӑл хӑй ӑрӑвӗ патне таврӑнтӑр, каллех ашшӗсен ҫӗрне тытса пурӑнтӑр, 42. мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Манӑн чурамсем, вӗсене Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм: вӗсене чурасене сутнӑ пек сутмалла мар; 43. уншӑн эсӗ хаяр пуҫлӑх ан пул, хӑвӑн Туррунтан хӑра.

39. Когда обеднеет у тебя брат твой и продан будет тебе, то не налагай на него работы рабской: 40. он должен быть у тебя как наемник, как поселенец; до юбилейного года пусть работает у тебя, 41. а тогда пусть отойдет он от тебя, сам и дети его с ним, и возвратится в племя свое, и вступит опять во владение отцов своих, 42. потому что они - Мои рабы, которых Я вывел из земли Египетской: не должно продавать их, как продают рабов; 43. не господствуй над ним с жестокостью и бойся Бога твоего.

Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех