Шырав
Шырав ĕçĕ:
Турра шӗкӗр, пӑтӑрмах ҫилӗ пире пырса тивмесӗр таҫтан айккинчен иртсе кайрӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
— Тивмесӗр ара.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
— Тивмесӗр! — терӗм эпӗ, пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Эпӗ, пӗр ҫырлине тивмесӗр, алла карта хушшинчен кӑлартӑм.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вилекенни, ҫуралаканни — темен те пулса иртнӗ ялта та, вӗсен килӗнче те, анчах пурте ӑна тивмесӗр иртсе кайнӑ-ха.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Атав ялне те тӗнчери ытти ҫӗрти пек малтан тунине салатас юхӑм тивмесӗр иртсе кайман.
Атав ялӗнче клуб уҫрӗҫ // Елена Хлынова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.
Эпӗ ӑна алӑпа ачашласшӑн пултӑм, анчах кушак аҫи пӗррех сиксе, чӳрече хӑмине тивмесӗр чечексен клумби ҫине анса курӑк хушшинче ҫухалчӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
«… темиҫе пин ним айӑпсӑр ҫынсене арестленӗ хушӑрах, эсир пире, социал-демократиллӗ партийӗн членӗсене, тӑтӑшах тивмесӗр тытӑнса тӑтӑр.
XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Гетманпа полковниксем Потоцкие — христиансен пур чиркӗвӗсене те тивмесӗр хӑваратӑп, халиччен вӑрҫса пураннине манатӑп, козаксен ҫарне ним тӗлӗшӗнчен те кӳрентерместӗп тесе тупа тутарчӗҫ те ирӗке яма килӗшрӗҫ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Калӑр-ха: Маньчжоу-го вӑхӑтӗнче, Хань ял старостинче тӑнӑ чухне, кам ҫурӑмне тивмесӗр юлнӑ ун туйи?
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ӑна пӗтӗмпех намӑс элекӗн лапӑрчӑк карри карса илнӗччӗ, унта пӗр ҫын та усал халлаппа тивмесӗр юлни ҫукчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Амӑшӗ вара аслӑ ҫулран катара, вӑрманта пурӑнатпӑр тенӗ, тен вӑрҫӑ, турӑ парсан, пире тивмесӗр иртсе кайӗ, тесе шутланӑ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
— Ҫавӑнпа эпӗ вӗсене халлӗхе тивмесӗр тӑтӑм та.
LXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анчах ӑна кирек кам янӑ пулин те, ӑна тивмесӗр именсе тӑмашкӑн эпӗ сӑлтав тавраш курмастӑп.Но от кого бы она ни была, я не вижу причины, почему мы должны церемониться с ней.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тёма амӑшӗн сӑмахӗсене тӗлӗкри пек илтет, вӑл сӑмахсем унӑн чунне тивмесӗр, таҫта хӑлхисем патӗнче ҫаврӑнаҫҫӗ.Тёма точно во сне слушает ее слова, они безучастно летают где-то возле его уха.
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Эпир хамӑр ҫӗр ҫинче никама тивмесӗр пурӑннӑ.
X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпӗ йӑвӑ акнӑ, запаслӑх та пур, сивӗпе хӑракан тымарсене тӑпӑлтарса, вӗсен вырӑнне эпӗ ҫӗнӗрен акатӑп, сивӗ тивмесӗр юлаканнисем — вӗсем чи лайӑххисем, сивӗрен хӑраманнисем, ҫирӗпписем пулӗҫ!
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ашкӑнма юратакан Владик та, кӑшт аяккарах выртаканскер, итлемен пек пулса выртнӑ, итлессине хӑй ҫапах та итленӗ, мӗншӗн тесен вӑл никампа калаҫмасӑр, никама та тивмесӗр пит лӑпкӑ выртнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Епле сире тивмесӗр хӑварчӗҫ?
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
34. Санӑн тумтирӳ ҫинче — юн, чухӑннисенӗн, айӑпсӑррисенӗн юнӗ! эсӗ вӗсене вӑрӑпа тытман, апла пулин те эсӗ: 35. «эпӗ айӑпсӑр, ҫавӑнпа Унӑн ҫилли мана тивмесӗр иртсе кайӗ» теетӗн.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2