Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивмест (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, мӗнле кӑна хӗн-терт курма тивмест хальхи ҫамрӑксен!

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Паянхи калаҫу нимех те мар, сана пырса тӗкӗнмест тивмест, — терӗ Васелиса.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ вырӑнсене хӗвел ҫути пӗр пек ӳкмест, ӑшши те пӗр пек тивмест.

За это время разные места на земле неодинаково освещаются солнцем, получают неодинаковое количество тепла.

Ҫӗрӗн ҫулталӑкри ҫавӑрӑнӑҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Ҫапла эппин, — терӗм ӑна, — пирӗн патра сире вӗҫме тивмест ӗнтӗ, анчах ҫапах та авиаципе таччӑнах ҫыхӑнса тӑратӑр. Сирӗн хӑвӑрӑн вӗҫмелле те пулнӑ-и?» — тесе ыйтрӑм юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Хӑш-пӗр хӗрарӑмсемпе калаҫнӑ чух сӑмахсене суйласа тӑма тивмест, — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнесен пилӗк-ултӑ ҫухрӑмри яла утса ывӑнма тивмест.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку ГКЧП-на кӑна пырса тивмест.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Кашнинех тивмест ун пек телей…

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Маччине пукан ҫине хӑпарса тӑрсан та пуҫ тивмест.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑрмана ҫитиччен хамӑр кашниех вӗсен пӑшалӗсене йӑтса пырасшӑн тӑрӑшатпӑр, анчах ку тӳпе пурне те тивмест

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Пӳрт карнизӗ айӗнче типӗ, ҫумӑр пӗрре те тивмест.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫӳллӗ шур пашнере вӑл ларать тӗрмере, Мӗншӗнне-мӗнне хӑй те пӗртте пӗлмест, Патирекпе эпӗ юлтӑмӑр ирӗкре Утсене пӑхма, пире никам та тивмест.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинейӗн юнхӑва Капла тивмест таркӑна…

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫул ҫинче вӑл тарма тытӑнать, тараканскерне патруль темиҫе хутчен перет, анчах Кирука пӗр пуля та тивмест, вӑл ҫаплах вӑрманалла чупать пек.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Турра шӗкӗр, упӑшка тивмест, кушака ачашланӑ пекех ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Тӗлӗнмелле, ман ҫӑпатана шыв тивмест.

Куҫарса пулӑш

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫтаппан Сантӑрсен кӳрӗшӗ те мар, тӑван та тивмест.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Апла тесен, мӗншӗн-ха Миххана нимле инкек те тивмест?

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кама ҫаратман вӑл, камӑн куҫҫульне юхтарман. Ӑна ҫаплах пӗр инкек те тивмест. Ӑраскал-телей пуласси сӑваплӑ та тӳрӗ пурӑннинчен килмест иккен» — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Саккунпа килӗшӳллӗн ҫак ҫынсене призыв пырса тивмест, пӗлтерет Раҫҫей Оборона министерстви:

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех