Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивмен (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗмӗшӗ ⎼ ҫӗнӗ вырӑнта ҫут-ҫанталӑк тата экономика условийӗсем тӑван енрипе пӗр пекрех пулни (ҫавӑнпа малтанхи пекех йӗтӗн, кантӑр, ҫӑм т. ыт. те туса илме пултарнӑ, хӑнӑхнӑ ҫи-пуҫран та писме тивмен).

Куҫарса пулӑш

Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫынсем урӑх тивмен ӑна.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Никам та тивмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Шӑммине тивмен.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсене вут-кӑвар та тивмен.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӗпӗр ку тарана ҫитсе хуҫалӑха тыт-калама тивмен ӑна.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай кӗтме тивмен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темӗн пысӑкӑш ҫӗр талккӑшӗнче ҫын пырса тивмен ҫеҫенхирсем сарӑлса выртнӑ.

На огромные пространства простирались нетронутые степи.

Вӑрмансен зонинчен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сивӗ ҫилсем тивмен хӳтӗ вырӑнсенче ҫеҫ йӑмӑх чечеклӗ курӑксем ӳсеҫҫӗ.

Только в местах, защищенных от холодных ветров, растут травы с яркими цветами.

Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Ӑна бригадӑра та ҫапла калатчӗҫ, пурне туса ҫитерме ҫук, тетчӗҫ, — планне те ирттерсе тултар, каҫхине вӗренме те ҫӳре, юлташна та пулӑш, ҫӗр грам та ан тыт, хӑвна тӳррӗн пырса тивмен пур япаласемшӗн те ответлӑ пул!

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑй мӗн каланине халь хӑй те ӑнланмасть, пӗтӗмпех лайӑх, калама ҫук лайӑх пулса пынине тавҫӑрса илеймест, унӑн савӑнас пулать, ҫак киревсӗр, ӗҫе пырса тивмен сӑмахсене калас пулмасть.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мӗнле тивмен пултӑр?

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫук, тивмен вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫук, сирӗнне тивмен, хамӑрӑн ку, — тенӗ ача.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ман чун таса — Гоголӗн «Хӑрушӑ тавӑру» калавне тивмен эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Кӗпе айӗнчен хӗвел пайӑрки тивмен шурӑ ӳт тухать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ан тив, ӑна хӗҫ-пӑшал тытса ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫма тивмен пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Шупашкарта Урхана Тивнӗ кӑмӑл ҫунатти: Сӗннӗ аслӑ ҫарана, Анчах тивмен ун ути…»

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шӑппӑн пурӑнатӑп, никама кансӗрлеместӗп, ҫын укҫине ӗмӗрне пӗр пус тивмен.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Пирӗн Улькка аппа хӑйӗн ҫӗр те пӗр ҫулне пӗтӗм тавралӑх ӑмсанмалла хӑтлӑ, юсавлӑ, тӑн-тӑн кил-ҫуртра сӑсӑл тивмен нӑтӑр-нӑтӑр яштак хурӑн пек сывлӑхлӑ-кӗрлӗхлӗ кӗтсе илтӗр, тени ҫеҫ…

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех