Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивмелле (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фестивале хутшӑнакансем Туркай сӑввисене чуна пырса тивмелле каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/

— Ҫаксем пурте мана килӗшмерӗҫ, — терӗ вӑл чӗрене пырса тивмелле хумханчӑклӑ сасӑпа.

— Не понравилось мне все это, — продолжал он проникновенно-взволнованным тоном.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӗлӗме темӗн тӗрлӗ «мухтанӑ» чух сӑвӑҫ сасси ҫемҫен, йӑвашшӑн илтӗнет, анчах ҫав сасӑра ҫӑмӑллӑн тӑрӑхласа кулни сисӗнет; акӑ вӑл, юлашкинчен, чуна тивмелле, ҫӳҫентермелле тарӑхса тӑрӑхлама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Арӑмӗ, пӗр хускалмасӑр, месерле выртаканскер, ун енелле ҫаврӑнасшӑн пулчӗ те чуна тивмелле сасӑпа йынӑшса ячӗ, вара куҫне хупрӗ те хут пек шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Питӗ тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ салтак чуна пырса тивмелле хурлӑхлӑ сасӑпа сӑпкари ача пек макӑрать: унӑн икӗ урине те чӗркуҫҫи таранах татнӑ иккен…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫук, вӑрӑсем пушӑ стенасене тивмелле мар.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Купсасене те тивмелле мар.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрене тивмелле сӑмахсем ытларах кӗрткелерӗҫ те ҫырӑва пӗлтерсе хучӗҫ: эпир ҫапӑҫӑва хатӗр, вӑхӑта сая ан ярӑр, часрах тапӑнма пуҫлӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кимӗ тапранса каймаллаччӗ ӗнтӗ, кӗсменсемпе ӗҫлекенсем ишме тытӑнас тесе кӗсменӗсене шывалла усӑнтарнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче пӗри чуна кайса тивмелле хыттӑн ҫухӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усал ҫулпа силленсе килнӗрен унӑн аяк пӗрчисем чикен чикнӗ пек ыратрӗҫ, выҫӑ хырӑм вӗҫӗмсӗр чӑрлатса пычӗ, ҫитменнине тата юнашар выртакан аманнӑ ҫынсем чуна кайса тивмелле йынӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Зейнаб тепӗр икӗ эрнерен хире йӗлтӗрпе тепре те тухса пӑхрӗ, ҫара алӑпа юра чавма тӑчӗ, ӑна пӳрнисем витмерӗҫ — калча нимле сивӗ тивмелле мар ӑшӑ тумтир тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Кикак-кикак, хур кайӑксем, кайри мала ан тейӗр. Эпир тухса кайсассӑн, ай, кайччӑр та пӗтчӗр, ай, ан тейӗр», — чуна пырса тивмелле янӑрарӗ салтак юрри.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/

Ак каллех кӳрентерчӗҫ ӑна Хусанта, чуна кайса тивмелле сарӑп турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем вара республикӑри мӗнпур тытӑма пырса тивмелле.

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Унӑн купӑсӗ е баянӗ кирек епле кӗвве те ҫепӗҫҫӗн, чуна пырса тивмелле каланӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Чӗн саламат ҫири тумтире — симӗс пуставран ҫӗлетнӗ казакина — ҫурман-и тесе вӑл сулахай аллипе сылтӑм хул пуҫҫине тытса пӑхрӗ — хул пуҫҫи чуна тивмелле ыратса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урамра темле хӗр ача чуна кайса тивмелле ҫари! ҫухӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алюновсем тата Иван Васильевпа Семен Николаев пеккисем: пуянсене тивмелле мар, улпутсене ҫӗршӗн укҫа тӳлемелле, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫурт хуҫисем пире пӑшалсемпе печӗҫ пулсан, епле-ха вӗсене тивмелле мар пултӑр?

— Как же нельзя, раз из него по нас хозяева стрельбу открыли?

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ним те май килмест, вӗсем пуля тивмелле мар вырӑнта… — терӗ Лукаш.

Лукаш ответил: — Ничего не выйдет, они в мертвом пространстве…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех